Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Тихоновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ


Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Тихоновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳçин докладне итленĕ, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, çуракипе çыхăннă уйрăм ыйтусем тавра калаçнă. Александр Тихонов хăйĕн сăмахĕнче 2016-мĕш çулта аграри ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвне туллин илнине каланă, укçа-тенкĕне удобрени илме те тăкакланине пĕлтернĕ. Районта ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем уйсенче çĕнĕ йышши вăрлăхсемпе усă курасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. «Çак эрнере кĕрхи акса хăварнă культурăсене имçамлама палăртса хунă», - тенĕ ертӳçĕ сăмаха малалла тăснă май. 2015-мĕш çула аграри пайĕнче ĕçлекенсем ăнăçлă вĕçленине, тухăç пысăк пулнине каланă. «Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме тата та  хушма1600 га палăртса хунă», - тенĕ Александр Тихонов. 2016-мĕш çула ял хуçалăх пайĕнче тухăçлă ĕçлесси уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тухнинчен те самай нумай килет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Патшалăх енчен куçакан пулăшу ял хуçалăх пайне чакманнине ырă хыпара каланă.  Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх Министрĕпе Александр Ткачевпа ĕçĕ тĕлпулу ирттерни çинчен пĕлтернĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳçине. Аграри тытăмĕ малашне те кирлĕ пек шайра аталанса пырассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă, пурне те малашне тухăçлă ĕçлеме, чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе хăварнă.    

 



14 апреля 2016
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter