Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 


Ака уйăхĕн13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Мероприятине Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ, «Безопасный город» ("Хăрушлăхсăр хула") АПК тытăмне аталантарассипе ĕçлекен ведомствăсен канашĕн председателĕ  Дмитрий Рогозин хăйĕн сăмахĕнче политика тулашĕнчи лару-тăрăва пăхнă май, кризис пуласси ӳссе пырас хăрушлăх пуррине каланă. «Безопасный город» комплексĕ шăпах та çак ĕçе витĕм кĕрессине палăртнă, регионсенче çак ĕç анлăн пурнăçланса пынине те пĕлтернĕ. Палăртнă тăрăх, 2020-мĕш çулччен РФ субъекчĕсенче пĕтĕмпех ĕçе йĕркене кĕртсе пĕтермеллине çирĕп каланă. Калас пулсан, çӳлерех асăннă ыйтупа паянхи кун тĕлне лару-тăрăва пĕтĕмпех лайăх тесе йышăнма хĕн пулнине те асăннă. Регионсенче «Безопасный город» комплекса çийĕнчех пурнăçа кĕртсе пымаллине асăрхаттарнă, уйрăмах 2018-мĕш çулта футболла выляссипе Чемпионат ирттерекен субъектсенче тесе каланă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинчи хăрушсăрлăх тата коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Комитет председателĕ  Ирина Яровая хăйĕн сăмахĕнче Раççейри наци хăрушсăрлăхне тивĕçтерессинче «Безопасный город» АПК витĕмлĕхĕ пирки чарăнса тăнă. АПК экономика енчен пысăк тухăçлăх панине палăртнă, ăна пурнăçа кĕртни шăпах та çирĕп тĕрĕслевре пулмаллине каланă. Комиссийĕн ларăвĕ вăхăтĕнче регионсем хăйсен патĕнче палăртнă ыйтăва пурнăçа кĕртни çинчен каласа кăтартнă. Видеоконференци вĕçленнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев çĕршыв Правительстви лартнă тĕллевсене влаç органĕсенче тăрăшакансемпе тĕплĕн сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов  мĕн-пур çулсем çинчи 118 АПК комплексĕнчен 70 проценчĕ ĕçленине пĕлтернĕ, ытти 30 проценчĕпе хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем пынине каланă. Ытларах сăнавсене тăтăшах çулсем çинче аварисем пулакан вырăнсенче хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ. Калăпăр, 2015-мĕш çулта çулсем çинче водительсем йĕркене пăснă 372 тĕслĕхе палăртнă, вĕсем йĕркене пăснăшăн пурĕ 217 млн. тенкĕ хыснана хывнă. Кăтартăва 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 15 процент пысăкрах пулни сисĕнет. Министр кăçал та автомашина çулĕсене сăнаса тăракан комплексĕсене вырнаçтарас ĕç малалла пынине пĕлтернĕ. «Ырă енне улшăнасси, эпир тухăçлă ĕçленинчен нумай килет. Кĕске вăхăтрах комплексне вырнаçтарса пĕтермелле. Укçа-тенкĕ те тăкаклатпăр, анчах та кăтартусене пăхас пулсан, аванах мар. Çак ĕçсене эпир халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕмпех йĕркелесе пыратпăр, çынсем хăйсене лайăх туйччĕр тесе», - каланă республика Пуçлăхĕ. Ыйтăва уйăх вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпех татса пама шантарнă министр. Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсемпе çитес вăхăтрах «Безопасный город» комплекса пурнăçа кĕртсе пырас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов çӳлерех асăннă ыйтупа Шупашкарта лайăх ĕçленине каланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Алексей Ладыков «Безопасный город» программăна пурнăçа кĕртме 2012-2015-мĕш çулсенче муниципалитет бюджетĕнчен 155 млн. тенкĕ куçарнине асăннă. Пурĕ хулара 2 пин видеокамера ĕçленине, вĕсенчен пĕр пине яхăн сăнава çуртсем таврашĕнче вырнаçтарнине каланă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем çын пурнăçĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Тĕплĕнрех



14 апреля 2016
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter