Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа спорт комплексĕнче аэробика енĕпе Раççей шайĕнчи чемпионата торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа спорт комплексĕнче аэробика енĕпе Раççей шайĕнчи чемпионата торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăмра Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Пĕтĕм Раççейри аэробика спорчĕн федераци президенчĕ Марианна Масленникова, республикăри ушкăнăн тĕп тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук пулнă. Ăмăртусене хутшăнакансене саламланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре спортăн çак тĕсне кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссех пынине каланă. Каламасăрах паллă, çав тери паха спорт. Спортсменсене çĕнĕ çитĕнӳсем тума, пĕрне пĕри савăк кăмăл парнелеме сĕннĕ. Пĕтĕм Раççейри аэробика спорчĕн федераци президенчĕ Марианна Масленникова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре спорт ăмăртăвне çав тери пысăк шайра йĕркеленине палăртнă, республика ертӳлĕхне ырланă, тав сăмахĕсем каланă. «Эсир пуррипе пурте савăнаççĕ, спортра çитĕнӳсем тума хавхалантарса тăратăр», - тесе каланă Михаил Игнатьева сумлă хăна. Раççей чемпионатне Шупашкара кăçал калама çук пысăк йыш килсе çитнĕ, пĕтĕмпе 800 спортсмен. «Ку каллех, спортăн çак тĕсĕ Раççейре анлă сарăлнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Кăтарту та çук мар», - тесе палăртнă Марианна Масленникова. Регионăн тĕп тренерĕ Оксана Дьячук хăйĕн сăмахĕнче спорта пуçласа килнисемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулассине шанса каланă, спорт мастерĕ ята та илме майсем пуррине асăннă. Палăртнă Чемпионат Шупашкарта ака уйăхĕн 15-17-мĕш кунĕсенче иртет. Пĕтĕмлетӳ хыççăн, Раççей пĕрлештернĕ ушкăнне хатĕрлесе тăратĕç, ăста спортсменсем Корейăра кăçал çулла çĕртме уйăхĕнче Чемпионатра хăйсен вăйне виçĕç. Тĕплĕнрех