Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа «Химпром» тата «Перкарбонат» предприятисенче ĕçлĕ визитпа пулнă

 Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа «Химпром» тата «Перкарбонат» предприятисенче ĕçлĕ визитпа  пулнă. Унпа пĕрле çулçӳреве Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков хутшăннă. Республика Ертӳçи предприятийĕсен ĕçĕпе паллашнă, таварсен пахалăхне пăхса çаврăннă. «Химпром» предприяти ертӳçи Вячеслав Курсаков хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра производствăна модернизацилес тапхăр пынине каланă. Ивестицилле проект хакĕ 145 миллион тенкĕне яхăн.   Лайăх ĕçлесе кайсан, предприяти хака вунă уйăх хушшинчех каялла тавăрма пултарасси паллă. «Производствăна модернизацилени – паха таварсем тирпейлесе кăларма ирĕк парать. Енчен те предприяти ăнăçлă ĕçлесе кайсан,  пуласлăхра Европа шайĕнче те ыттисемпе танах тавара тăратма пултарăпăр», - тенĕ Вячеслав Курсаков. Предприяти экологи ыйтăвне те тĕпе хурса ĕçлет, экспертизăна та вăхăтра тухса пыраççĕ.  Çулсерен асăннă ыйтупа ĕçлеме «Химпром» предприяти 200 млн. тенкĕ тăкаклать. «Перекарбонат» предприятире те таварсене пахалăх енчен тивĕçтереççĕ. Вĕсен таварĕсене çуса тасатмалли тытăм шутне кĕртеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятире вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнă. Валентина Николаева заводра пĕтĕмпе 30 çул ĕçлет. Хальхи вăхăтра вăл пенсире пулин те, тăван юратнă предприятирех тăрăшать. Палăртма кăмăллă, организацире пурĕ 3500 çын вăй хурать,  вăтамран уйăхне 22,7 пин тенкĕ илеççĕ. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн ĕç кăтартăвĕ çулсерен ӳссе пынине каланă. Халăхăн ĕç укçи виçи те хăпарса пыни куçкĕретех. «Паян хам курса ĕнентĕм, предприяти тухăçлă ĕçленине. Çĕршывра экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та, организаци тупăшпа ĕçлени паха. Кризис тапхăрĕнче нумай предприятисенче оптимизаци ĕçĕ пырать, анчах та вара сирĕн организацире  ĕçлекен çынсен йышĕ чакманни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕрен  те çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыни те савăнтарать. Кăçалхи çул кăна эсир производствăна модернизацилеме 500 млн. тенкĕ хывма палăртса хунă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, республика Ертӳçи регионăн экономика аталанăвĕшĕн промышленноç çав тери пысăк витĕм кӳнине асăннă. «Ку пайри виçĕ уйăхри ĕç кăтартăвĕсене илес пулсан та, 30 процента çити ӳсни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Раççей тулашне таварсене ăсатни те тупăш самай панине палăртнă. Предприятире çамрăксен пĕрлешĕвĕн членĕсемпе тата ветерансемпе  тĕл пулса калаçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Ытларах çамрăксене паян Çĕнĕ Шупашкара хăтлăрах тума май пуррипе çукки, шкул, ача сачĕсем, вĕренӳ пайĕнче çамрăк специалистсем пуррипе çукки тата та нумай ытти ыйтусем хумхантарнă.  Ватăсене вара ĕç ветеранĕ ята илессси, социаллă пулăшусемпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ветерансене уйăракан социаллă пулăшусен виçи чакманнине пĕлтернĕ.  Кăçал 2016-мĕш çулта кĕске вăхăт хушшинчех 1857 ватă ĕç ветеранĕ ята тивĕçнине каласа хăварнă. Пухăннисем ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕçлĕ хуравсем илнĕ регион Ертӳçинчен Михаил Игнатьевран. Тĕплĕнрех



15 апреля 2016
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter