Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпромбанк» пĕрремĕш вице-президенчĕпе Валерий Серегинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чи пысăк банксенчен пĕринпе «Газпромбанк»  ертӳçин пĕрремĕш вице-президенчĕпе Валерий Серегинпа,  çак банкăн клиентсене пулăшусемпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕпе Ирина Ларинăпа тата Шупашкарти  «Газпромбанк» центрĕн ертӳçипе Константин Волковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фарида Муратова хутшăннă. «Газпромбанк» пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Серегин хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарта ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Газпромбанк» АО центр хута кайнине палăртнă. «Эпир нумай вăхăт хушши хăш регионта центăра уçасси пирки шухăшларăмăр. Раççейри 20 субъектра ятарлă вырăнсене пăхса çаврăнтăмăр. Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкарта объекта хута яма шут тытрăмăр», - тесе пĕлтернĕ сумлă хăна. Шупашкарта пур услови те çителĕклĕ: аслă шкулсем чылай, çамрăк ăста специалистсем те йышлă, çыхăну та ăнăçлă. «Эпир хамăр пата ĕçлеме илнĕ специалистсен пĕлĕвĕн шайĕ пире тивĕçтерет», - тесе мăнаçлăн каланă ертӳçĕ. Енчен те организаци 2017-мĕш çул тĕлне туллин ĕçлесе кайсан, харăсах предприятире 500 çын та ĕçлеме пултарассине шанса каланă.  «Пире регионсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вĕсен организаципе килĕшсе ĕçлеме хатĕр пулнине асăннă. «Раççейри чи пысăк виçĕ банксенчен пĕрин хушма центрĕ Чăваш Енре хута кайни çав тери паха. 2015-мĕш çулта Шупашкарта ВТБ 24 çĕкленсе ларчĕ. Сире пурсăра та Чăваш Енре çакăн пек центрхута янишĕн, Чăваш Енĕн тĕп хулине суйласа илнĕшĕн тав тăватăп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пухăннисем малашнехи ĕçсен çул-йĕрĕсене пăхса тухнă, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн тăрăшасси пирки канашланă.   Тĕплĕнрех 



15 апреля 2016
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter