Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел район ертӳлĕхĕпе тĕл пулса калаçнă

 Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел район ертӳлĕхĕпе тĕл пулса калаçнă. Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ – район пуçлăхĕ Михаил Петров тата администрацийĕн ертӳçи Рудольф Селиванов Михаил Игнатьева муниципалитетăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.   Чи малтанах республика Ертӳçи çул-йĕр ыйтăвĕ пирки чарăнса тăнă.  Енчен те халăх ыйтăвне вăхăтра тивĕçтерсе пырсан, влаçа çынсем шанни куçкĕретех тесе палăртнă Михаил Игнатьев, вырăнти бюджетăн тупăш пайне ӳстерессипе çыхăннă самантсем пирки те канашланă. Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ  Рудольф Селиванов кăçал пĕрремĕш кварталта бюджета 109 процент тултарнине пĕлтернĕ, малалла та ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма шантарнă. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем ĕçлеме кăмăл тунине, тухăçлăха та ӳстерсе пыма хатĕррине каланă вырăнти ертӳçĕ.  Халăха ытларах кăсăклантаракан ыйту – ĕç ветеранĕсене тивĕçтермелли çĕнĕлĕхсем тесе пĕлтернĕ.  Чăваш Республикинче 219,6 пин ĕçпе вăрçă ветеранĕ.  Патăрьел районĕнче 6050 ĕç ветеранĕ, вĕсенчен 200-шĕ халĕ те ĕçленине, тĕрлĕ социаллă пулăшусемпе туллин усă курманнине палăртнă ертӳçĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район халăхне тĕрлĕ пулăшусем пирки хыпарсене вăхăтра илсе çитермеллине каланă. Паллах, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен ĕç укçин виçине пĕлтĕрхи шайра тытса пырасси пулнине асăннă. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Муниципалитетри хуçалăхсем кондициллĕ вăрлăха çителĕклĕ хатĕрленине, техника та уя тухма хатĕр тăратнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхне.  Пĕлтĕр районти хуçалăхсем пурĕ 15 трактор туяннă. Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн ырланă, малашне тата та тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



16 апреля 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter