Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 

 Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ службăсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче 2016-мĕш çулта  республикăра адреслă инвестици программисене пурнăçа кĕртсе пыма 3,3 млрд. тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Калас пулсан, пулăшу пĕлтĕрхипе танлаштарсан 18 процент пысăкрах пулни сисĕнет.   Адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн регионта 34 объект хăпартса лартма тĕллев лартнă. ЖКХ, вĕренӳ тата сывлăх сыхлавĕпе культура пайĕнче те сахал мар ĕçсем палăртнине каланă. Кăçал Шупашкарта  тата Каçал енре пĕрер шкул, Çĕмĕрле районĕнче тасатмалли сооруженисем, республикăра онкологи центрĕнче хирурги корпусне çĕклеме, 16 ФАП, тĕрлĕ спорт объекчĕсене, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина çулĕсене 50 çухрăм тирпейлесе сарма палăртса хунине каланă. Хулари тĕп больницăна, кадетсен шкулне, Шăхасан-Нурăс автомашина çулне сарма, Чăваш патшалăх филармонине тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме палăртнине те аса илнĕ, строительство ĕçĕсене çирĕп тĕрĕслесе пыма сĕннĕ ятарлă министерствăсене.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне пăтăрмахсем тума юраманнине çирĕп асăрхаттарнă.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев тĕплĕн паллаштарнă.  Кăçал регион пуçласа Раççей мухтавĕн аллейи пысăк акцине хутшăннине пĕлтернĕ.  Проектпа килĕшӳллĕн, Раççей, Белорусси, Китай Халăх Республики  тăрăх автомашинăпа чупу иртĕ.   Пирĕн Чăваш Енĕн тĕп хулине хăнасем ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче килсе çитĕç. Патриотла кино эрни проекта пурнăçа кĕртме палăртса хунине,   Хĕрлĕ лапамра çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕ таран мероприятисем пулассине палăртнă. Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Шăмăршăран Кенигсберга çити ятарлă курав уçăлĕ. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 11-мĕшĕ таран Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче  «Пурнăç» ятлă курав уçăлать.  Республикăри ача-пăча вулавăшĕнче «Çар открытки»  акци иртĕ.  Ăна вулавăша куллен çӳрекенсем хатĕрлесе тăратĕç. Уяв открыткисене вăрçă ветеранĕсене пама хатĕрленеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин патриотизм туйăмне анлăрах сарасси пирки каланине асăннă.  Уявсене питĕ пысăк шайра йĕркелесе ирттермеллине çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев, Асăну палăкĕсене тирпейлесе тасатмаллине, тавралăха илем кӳртессипе çине тăрсах ĕçлемеллине каланă.

 Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Елена Сапаркина торжествăлла уявсенче ветерансемпе пĕрле халăха социаллă пулăшу паракан специалистсем юнашар пулассине пĕлтернĕ. Васкавлă пулăшу памалли ятарлă ушкăнсене те хатĕрлеме тĕллев лартнине асăннă ертӳçĕ.

Чăваш Республикин  çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Исаев  Парада хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата 9-мĕш кунĕсенче ветерансем валли Шупашкарта историллĕ пулăмсемпе паллашма ятарлă экскурси йĕркеленине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раççейри акци иртессине каланă, кăçал вăл 15:00 сехетре старт илессине пĕлтернĕ.

Вăрçă ветеранĕсене паллă уявра тӳлевсĕр транспортпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн каласа хăварнă.  Индивидуаллă предпринимательсене, енчен те вĕсем транспорт ыйтăвĕпе ĕçлеççĕ пулсан, ветерансене тата вĕсемпе пĕрле çывăх çыннисене уявсенче тӳлевсĕр çӳретме сĕнӳ парассине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков докладра пĕтĕмпе Чăваш Енре пурăнакан 5731 ветеранăн пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панине асăннă.  Ăна валли регионта 5,48 млрд. тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ.   Кăçал асăннă ыйтăва  малалла пурнăçа кĕртме тата та  155 млн. яхăн укçа патшалăх уйăрнине каланă.  

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Регионта кăçал 580 пин гектар çинче тыр-пул акса çитĕнтерме палăртнă,  çурхи культурăна 320 пин гектар, кĕрхисене 82,5 пин гектар, çĕртмене 195 пин гектар тунă.  Çурхи ĕçсене республикăра 19 районта пуçланă. Кăçал ял ĕçченĕсем уй-хире пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 5 кун маларах тухнине пĕлтернĕ министр.  Патăрьел районĕнче сухан вăррине акма пуçланă, çурхи тырăна та хире  вырнаçтарма тытăннă.  Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенче пурĕ 98 гектар çинче çурхи культурăсене акса хăварма та ĕлкĕрнĕ.  Паянхи кун тĕлне АПК тытăмĕнче тăрăшакансене субсиди пĕтĕмпе 419 млн. тенкĕ патшалăх пулăшăвне куçарса та панă. 

Саратов облаçĕнче ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ форум пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарьĕ Николай Малов тĕплĕн каласа кăтартнă. Форумра яла аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернине, ял хуçалăх пайне çĕклессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнине асăннă.   РФ Правительствин Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей», Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕ Дмитрий Медведев аграри политики яланах проиоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнине пĕлтернине каланă Николай Малов.  Нумаях пулмасть, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне депутатсем Çĕнĕ Шупашкарти «Коммунальные сети города Новочебоксарска», «Управляющая компания в ЖКХ г. Новочебоксарска», «Ельниковская роща» ЖКХ предприятийĕсем пирки ыйту тăратнăччĕ. Çак асăннă предприятисенче тăрăшакан ертӳçĕсен шалу укçи питĕ пысăк пулни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. Тĕрĕслев хыççăн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев тĕрĕслĕх çиеле тухнине пĕлтернĕ. Чăннипех, те кунта тăрăшакан ертӳçĕсен ĕç укçи пысăк тесе асăннă. Предприятисем тăкакпа çулталăка вĕçленĕ чухне, ертӳçĕсен ĕç укçи пысăк пулни  паллах, ыттисене кулянтарать.  Йĕркене пăсни курăнмасть, анчах та предприятисен Положенийĕсене çĕнĕрен пăхса тухсан аван пулнă пулĕччĕ тесе йышăннă пуçлăхсем, саккуна пăхăнса çирĕп йĕрке тумаллине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Мускавра ĕçлĕ çул çӳревре пулни пирки Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, çутçанталăк тата экологи министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн каласа кăтартнă.  Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕкре ĕçлĕ çул çӳревре пулнă чухне, вăрман валли уйăрнă çĕр лаптăкне ирсĕр аркатнине асăрханă.  «Сетевая компания» АУО ĕçе киревсĕр пурнăçланă. Хăйсем хыççăн тирпейлесе пыманни куçкĕретех. Çамрăк 210 хăвана трактор ураписемпе çăрса пĕтерни вара пурне те пăшăрхантарать. Йĕркесĕрлĕхе çийĕнчех пĕтерме хушнă Михаил Игнатьев.   «Кашни çынăн хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла, кун пек киревсĕрлĕх пачах та пулмалла мар.  Тăван çĕре юрăхсăра кăларма никамăн та ирĕк çук», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Паянхи канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



18 апреля 2016
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter