Çирĕплĕх, хастарлăх тĕслĕхĕ

Елена Васильевна Иванова Москакасси ялĕнче пурăнать. Апрелĕн 17-мĕшĕнче 95 çул тултарать. Вăл Етĕрне районĕнчи Кăмаккасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, çуралсанах ăна ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк Елен тенĕ.

Пĕчĕк Елен 8 çултах çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕреннĕ, ашшĕпе пĕрле пахчара хурт-хăмăр пăхнă, 12 çулта хăех çăпата туса тăхăннă, 14 çулта ашшĕпе тан хăма çурнă, амăшĕпе пĕрле колхоз уйĕнче ĕçленĕ.

Çухра ялĕнчи шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме каяйман. Çемьене пысăк хăрушлăх килсе çапать: кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çунса каять. Урара пысăк пуçлă çăпата, сÿсленсе кайнă тăла юлать. Çапла вара çамрăк хĕр ача колхозра ĕçлеме пуçлать. Май тупăнсан Советскинчи больницăна санитаркăна вырнаçать. Ĕçе тиркемен хĕре оспапрививателе куçараççĕ. 1943-1949 çулсенче вăл инфекци уйрăмĕн медсестринче тăрăшать.

1949 çулта Елена Васильевнăпа Федор Васильевич Иванов çемье чăмăртаççĕ. Федор Нискассинче çул çинче мастер пулса ĕçленĕ. Кунти больницăра вырăн çук пирки Елена упăшкипе пĕрле çул çинче ремонтерта вăй хума тытăнать. Шел, упăшкипе, вăрçă участникĕпе, нумаях пурăнаймасть Елена, ултă ачапа тăрса юлать. Темĕнле йывăр пулнă пулсан та, хĕрарăм йывăрлăха парăнман. Халь çав хурлăхлă самант пулнăранпа 50 çул иртнĕ.

Нумай хĕн-хур курнă пурнăçра,

Хурланнă та пуль, макăрнă та,

Шăпу çапла пулнăшăн кÿренмен нихçан.

6 ача çуратса ÿстерсе, вĕрентсе

Эс çĕклерĕн пире пĕр-пĕччен.

Ăс пани, вĕрен, тени

Нихăçан та тухмĕ чĕререн.

Çак йĕркесене унăн ячĕпе - пирĕн анне ячĕпе çыртăм. Ачисене пулăшас тĕллевпех ĕнтĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл тепĕр 25 çул Муркашри хатĕрлев кантурĕнче тимлерĕ. "Çынна ĕç вăй тата сывлăх парать", - тет вăл яланах.

Ватлăх çулĕсене пăхмасăрах вăл паян та алă усса лармасть. Кирек мĕнле ĕçе те: пахчара ĕçлет-и, тĕрлет-и, çыхать-и - яланах тирпейлĕ тăвать. Ăс-тăн енчен те питĕ çивĕч, район хаçатне те, Раççейри хыпарсене пĕлтерсе тăракан хаçатсене те çырăнса илет, вулать, тĕнчере мĕн пулса иртнипе интересленет.

Елена Васильевнăн паян 8 мăнук, 6 кĕçĕн мăнук, 1 кĕçĕн мăнукĕн ачи те пур. Çакăн пек пуян паян анне. Пурнăç тăршшĕпе тĕрлĕ Хисеп хутне, медале тивĕçнĕскер, паян вăл пирĕншĕн хастарлăх, çирĕплĕх, пурнăç шанăçĕн тĕслĕхĕ пулса тăрать.

(Муркаш районĕ)



18 апреля 2016
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter