Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă, Правительство членĕсемпе тата район хула администрацийĕн ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă, Правительство членĕсемпе тата район хула администрацийĕн ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Чи малтанах регион Ертӳçи пухăннисене республикăри иртнĕ кунсенче Раççей тата регионсем шайĕнчи пысăк спорт мероприятийĕсем иртнине пĕлтернĕ, вĕсем: аэробика енĕпе, гирĕ пуканĕ йăтассипе, шахматла хăвăрт выляссипе тата ыттисем те.  «Икĕ пин ытла хăна региона спорта килсе çитнĕ. Экономика енчен те самай пысăк пулăшу, Чăваш Енĕн тĕп хулин имиджĕ те кулленех ӳссе пыни куçкĕретех. Республикăна инвестици явăçтарма та питĕ меллĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Кăçал та республикăра 50 ытла Пĕтĕм Раççей тата ытти шайри пысăк спорт мероприятийĕсем иртесси паллă тесе каланă регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Саратов облаçĕнче хальхи ял пурнăçĕн ыйтăвĕпе ятарласа пысăк форум иртнĕ, унта Чăваш Енрен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов хутшăннă.  Ĕçлĕ çӳлçӳрев пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев депутата каласа пама ыйтнă. Форум ĕçне пĕтĕмпе 2 пине яхăн делегат хутшăннине пĕлтернĕ Николай Малов.  Пухăннисем агропромышленноç пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнине каланă. Ял халăхне ĕçпе тивĕçтересси, сывлăх сыхлавне вăй илтерсе пырасси, вĕренӳ, социаллă хӳтлĕх, яла аталантарас ыйтăва журналистсем çутатса панин ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех пулнине каланă ертӳçĕ. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – таварсен пахалăхĕпе тивĕçтересси пулнине асăннă.  Форумра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕ, Раççей Премьер-министрĕ  Дмитрий Медведев тухса калаçнине асăннă, партишĕн аграри политики яланах чи приоритетлă пулнине каланă.  Ял аталанса пытăр тесе, кирлĕ пек пур ĕçсене те туллин пурнăçласа пырасси пирки пĕлтернĕ. Хула пурнăçĕнчен ял пурнăçĕ нимĕнпе те улшăнса тăма юраманнине каланă, условисем яланах пĕрпек пулмаллине пĕлтернĕ.  Раççей шайĕнче ялсенче медицина пайне аталантарса пыни Чăваш Ен паха опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине пĕлтернĕ, ФАП уçнин кăтартăвĕ те ыттисемшĕн паха опыт пулнине асăннă форума пухăннисем.

 «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕçлемелле» текен халăх программине сывлăх сыхлавне аталантарассине, шкул вĕрентĕвне вăй илтерсе пырассине, агропромышленноç пайне çĕклессине кĕртнĕ тесе каланă Михаил Игнатьев.  Чи актуаллă ыйтусене татса пама республика хыснине укçа-тенкĕ те пăхса хăварнине аса илсе каланă Чăваш Енуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Эпир нихăçан та суя сăмахсем каламан, хамăр мĕн шантарнине яланах пурнăçланă. Пирĕн пĕр тĕллев - хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса туллин тивĕçтересси.  Аграри пайĕн çĕршыва, региона паха таварсемпе тивĕçтересси», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Çĕршыври ял хуçалăх тытăмĕ аш-какайпа,  çĕрулмипе туллин тивĕçтереççĕ», - тенĕ.  Патшалăх енчен те пулăшу туллин куçассине асăннă регион Ертӳçи.

Республикăри çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем çинчен тата çитес вăхăт валли лартнă тĕллевсем пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă.  Регионта акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ 580 пин гектарпа танлашать, пĕлтĕрхи кăтартуран пысăк. Çурхи культурăна 320 пин гектар çинче акса çитĕнтерме палăртса хунă.   Кĕрхисене пурĕ 82,5 пин гектар çинче акса хăварнă, кĕркунне çĕрсене 195 гектар сухаланă. Çурхи тыр-пула акса çитĕнтерме вăрлăха пĕтĕмпех хатĕрленĕ. Нимĕнле чăрмав та пулмĕ уй-хир ĕçне вăхăтра пурнăçлама. Усă курман çĕр лаптăкĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă, пурĕ 22,5 пин гектар палăртнă. Уйрăмах çак ыйту çине çĕр ĕçченĕсен пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă министр.

Техникăна уя тухма хатĕрлесе çитерни пирки ыйтупа Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев каласа кăтартнă. Кăçалхи çурхи ĕçсене регионта  пурĕ 2720 техника хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ. Тĕрĕслев витĕр тухса ĕлкĕрейменнисем те пуррине каланă, Каçал ен, Патăрьел, Йĕпреç Тăвай районĕсенче техника уя тухма хатĕр тесе пĕлтернĕ.  Хуçалăхсенче пысăк технологиллĕ техникăсемпе ĕçленине асăннă. Кулленех парксем пуянланса пынине палăртнă. 2015-мĕш çулта пурĕ 185 çĕнĕ техникăна шута иллнине пĕлтернĕ. Вырăнти ертӳçĕсем муниципалитетсенчи уй-хир ĕçĕсем пирки каласа хăварнă, ĕç планĕпе паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те ĕçре ăнăçусем суннă, ял хуçалăх ĕçĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрассине палăртнă.

 Кун йĕркипе килĕшӳллĕн автомашина çулĕсене тирпейлес ыйтăва та тишкернĕ, кун пирки Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн паллаштарнă.   Пĕтĕмпе регионта 90 пин тăваткал метр çулсене путăк-çурăксене саплаштарма палăртса хунине пĕлтернĕ министр. Хальхи вăхăтра 47 пин тăваткал метр çулсене тĕпрен юсанине асăннă. Куллен çулсем çинче пурĕ 25 бригада тăрăшнине, 125 çын ĕçленине, 54 çул-йĕр техникине явăçтарнине палăртнă.

Енчен те çанталăк ăшă тăрсан, ĕçсене тата та хăвăртлатма май пуррине те асăннă министр хăйĕн докладĕнче. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсенче çулсем айăккинче выртакан çӳп-çапа вăхăтра тирпейлесе тăма хушнă.  «Путăк-çурăксене çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтермелле. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вара бордюрсене тирпейлесе сăрламалла, тавралăха илемлетсе çитермелле», - тенĕ çирĕппĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çинине халалласа ирттерекен ĕçсем çинчен Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев тата Чăваш Енĕн ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев   каласа кăтартнă. Вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине, вĕсене кашни çул тирпейлесе пынине пĕлтернĕ.  Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун тĕлне регионта пурĕ 1250 вăрçă инваличĕ пурăннине каланă, пур категорири ветерансене те вăхăтра социаллă пулăшусемпе тивĕçтернине палăртнă.  Ветерансен хваттерĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме пулăшнине,   тăтăшах вĕсемпе тĕл пулса калаçнине, сĕнӳсем панине палăртнă. Республикăра 203 ветеран хваттер черетĕнче тăрать.  Пуш уйăхĕнче республикăна федераци хыснинчен 154,9 млн. тенкĕ куçнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен 125 ветерана хваттер илме ирĕк паракан сертификатпа тивĕçтерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ министр. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев муниципалитетсенче пурăнакан ветерансене пысăк тимлĕх уйăрмаллине, социаллă пулăшусемпе вăхăтра тивĕçтерме пымаллине каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр региона Çĕнтерӳ кунне халалласа ирттернĕ пур мероприятисене те пысăк шайра йĕркеленине асăннă, кăçал та кăтартусене чакарма юраманнине асăннă. «Çĕнтерӳ уявне çӳллĕ шайра ирттересси - пирĕн пысăк тивĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Çак кун республика Ертӳçи Патăрьел районĕнчи хуçалăх ĕçĕсемпе те паллашнă. «Плодопитомник «Батыревский» хуçалăхри кĕрхи культурăпа кăсăкланнă. Хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Владимир Барышников организацийĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă. Хуçалăхăн акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ 368 гектар йышăннине пĕлтернĕ, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан пысăк тенĕ.  «Хире тухасси шутлă кунсем çеç тăрса юлнă. Çурхи пĕр кун çулталăка тăрантарать. Çĕре вăрах вăхăтрах вăркăш çил типĕтсе пырать.  Кĕске вăхăт хушшинче уй-хир ĕçне тирпейлеме тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Исток» Агрофирма» ТМЯО  республика Пуçлăхĕ çурхи тĕш тырăна акса хăварнин ĕçĕпе паллашнă. Агрофирма ертӳçи Александр Илюткин пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна пĕлтĕрхи çул 1192 гектар çинче акса çитĕнтернине каланă. Çĕр улмин лаптăкĕ 200 гектар пулнине пĕлтернĕ, сахăр кăшманне 300 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса ӳстернине каланă.   Александр Илюткин калаçу вăхăтĕнче республика Ертӳçине хуçалăх хĕвел çаврăнăше, сахăр кăшманне ытларах акса çитĕнтерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. «Батыревское» АХО çĕрулмине упрамалли склада кĕрсе курнă, сĕт-çу фермипе те паллашнă. Ĕçчен те маттур çĕр ĕçченĕсене ырланă, тав сăмахĕсем каланă, малашне те кăтартуллă ĕçлесе пыма сĕннĕ.



18 апреля 2016
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter