Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă

 

 



Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă.  Регион Пуçлăхĕ Елчĕк район ертӳçипе – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Петр Скворцовпа тата Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă. Ертӳçĕсем муниципалитетăн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталти пĕтĕмлетӳсене тишкернĕ. Республика Ертӳçи район ертӳлĕхне çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн тав тунă. «Муниципалитетра усă курăнман çĕр лаптăкĕсем пачах та çук.  Ял хуçалăх пайне уйăрнă çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курни куçкĕретех.  Уйсем куçа илĕртеççĕ. Кăçал та тухăçа туллин пухса кĕртессине шанатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Елчĕксем кашни çулах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, тыр-пул пухса кĕртессипе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Шултра мăйракаллă выльăх шучĕ ӳсет, уйрăмах сăвăнакан ĕнесем чылай.   

 Николай Милин хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул сăвăнакан ĕнесен шутне 200 пуç ытла ӳстернине асăннă. Кăçал та выльăх шучĕ тата та 100 пĕчĕк пăрусемпе пуянланасси паллă. «Раççейре 8 млн. тонна сĕт çителĕксĕр пулнине кура, хуçалăхра сăвăм ӳсни çав тери паха», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Тепĕр пысăк кăтарту – муниципалитетăн бюджетăн тупăш пайĕ çулран-çул ӳссе пыни. 2016-мĕш çулта пĕрремĕш кварталта кăтарту 117 процента çитнĕ, пĕлтĕр çак тапхăртипе танлаштарсан ӳсĕм чылай. Республика Ертӳçи Елчĕкре тавралăх тирпейлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăнине каланă. Халăх вырăнта çӳп-çапа тасатма тухма ĕлкĕреймен пулин те, каламасăрах паллă, урамра тирпейлĕ.  Муниципалитет ертӳлĕхĕ вырăнти çынсен культура шайĕ ӳссе пынине, кирлĕ кирлĕ мар çĕре çӳпсене пăрахманнине, тăван кĕтесе, тăван тавралăха халăх юратни курăнать тесе пĕлтернĕ. Пĕр пухăннă пек чухне социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă ертӳçĕсем. Районта çын çураласлăх пĕчĕк пулнине, ăна кура вĕрентӳ учрежденийĕсене реструктуризацилеме пултарасса пĕлтернĕ. «Ачасене тарăн пĕлӳпе тивĕçтерес тĕлĕшпе районта икĕ шкула хупма палăртса хунă, шкул ачисене пысăк квалификациллĕ  вĕрентекенсем патне куçарса, пысăк технологиллĕ вĕрентӳ хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Ачасем паха пĕлӳ илсе аслă шкулсене те вĕренме кĕресси куçкĕретех пулĕ, -тенĕ вырăнти ертӳлĕх. Михаил Игнатьев асăннă ыйтупа комплекслă ĕçлеме сĕннĕ, ашшĕ-амăшăсемпе, вĕрентекенсемпе, общественноçпа тĕплĕн тишкерсе тухма хушнă.  Халăха кăсăклантаракан  ыйтусем çине те вăхăтра хуравсем пама сĕннĕ, социаллă пĕлтерĕшлисене депутатсемпе пĕрле канашласа татса пама каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк салинче вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусене итленĕ.  Гульсина Галимова ĕç ветеранне, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе хуçалăхра 40 çул ытла ĕçленĕскерне, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алла çыхмалли сехет парса чысланă.   Муниципалитетра регион Ертӳçи çуркуннехи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. «Победа» ТМЯО директорĕ Николай Головин хуçалăхра акса çитĕнтермелли вăрлăха çителĕклĕ хатĕрленине пĕлтернĕ, вăрлăх  100 процента çити коднициллĕ пулнине каланă. Техника хатĕр пулнине, топлива запасĕ те çителĕклĕ тесе каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Комбайн» СХПК тата «Прогресс» АХО уйĕсемпе те паллашнă, кĕрхи культурăсене епле имçамланипе кăсăкланнă. Тĕплĕнрех 



18 апреля 2016
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter