Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра иртекен Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумне хутшăнакансемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумне килнĕ хăнасемпе тĕл пулнă. Çак кунсенче паллă мероприяти Чăваш Ен территорийĕнче иртет. Сывлăх сыхлавĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн социаллă политикăпа ĕçлекен Комтет пайташĕ Владимир Круглый, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Раççейри ачасен хирургĕсен ассоциацийĕн Президиумĕн председателĕ, Мускавăн сывлăх сыхлавĕн Департаменчĕн ачасен штатра тăман тĕп хирургĕ, медицина наукин докторĕ Александр Разумовский, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани ценрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин ачасен тĕп специалисчĕ – хирургĕ, медицина наукин докторĕ, профессор Игорь Поддубный хутшăннă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ача хирургĕсен симпозиумне хатĕрленĕ ĕçченсене тав тунă, чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ ятпа саламланă.  «Ачасен сывлăхне çирĕплетесси тата вĕсен сывлăхне упраса хăварасси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Паллах кăтартусем те çук мар, Çителĕксĕрлĕх те пур, анчах та вĕсене пĕтерессишĕн пурте тăрăшса çине тăрсах ĕçлетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Енре пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентсе пырас ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă регион Ертӳçи.     «Республикăра çак тĕллевпе ятарласа кашни уйăхра сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ. Ачасем мĕн çуралсан 18 çула çитиччен диспансеризаци тухаççĕ. Çак ĕçсем комплекслă кăтартусем параççĕ.  Çар ретне тăракансен, сывă çынсен шучĕ куç кĕретех ӳссе пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Александр Разумовский çак палăртнă мероприятине 56-мĕш хут йĕркелесе ирттернине каланă. Паллах, асăннă пулăма йĕркелеме паха опытлă, ăста ĕçлесе пыракан региона суйланине каланă сумлă хăна. Игорь Поддубный Чăваш Енре ачасене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç çав тери çӳллĕ шайра пулса пынине асăннă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине каланă. Тата пысăк кăтарту – регионта пепкесем пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та пулманни те çаканах çирĕплетсе парать тенĕ хăна.  Пирĕн региона килсе çитнĕ чаплă тухтăрсем Чăваш Енри ачасен клиника больниципе Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани ценрĕн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Тĕплĕнрех



19 апреля 2016
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter