Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ирттерекен Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумне хутшăннă

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ирттерекен  Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумне хутшăннă. Чаплă мероприятине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче йĕркеленĕ. Паллă пулăма пухăннисене саламланă май, симпозиум йĕркелӳçисене тав сăмахĕсем каланă,  Раççейри ача-пăча хирургĕсен ассоциацийĕн Президиумĕн председательне Александр Разумовскийне уйрăмах палăртса хăварнă, çакăн пек пысăк калăпăшлă мероприятине Чăваш Енре ирттерме килĕшнĕшĕн тав тунă. Çамрăк специалистсемпе пысăк тавракурăмлă хирургсем пĕрле тĕл пулса калаçни çав тери паха пулнине каланă. «Вĕрентекенсем мĕн хăйсенчен килнине пĕтĕмпех çамрăк специалистсене тарăн пĕлӳ парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç çӳллĕ шайра пулса пытăр тесе вăй хураççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.    Çемье институтне, ачасене, амăшĕсене упраса хăварасси патшалăх политикин приоритечĕ пулнине асăннă.    «Медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстерсе пырасси – патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Ăнсăртран мар, Раççей Федерацийĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй хатĕрленĕ рейтингра, Чăваш Республики Раççейри чи ăнăçлă вунă регион шутне кĕнĕ, кунта пурăнма ачасене çителĕклĕ условисем пуррине çирĕплетсе каланă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилессипе çыхăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре асăннă тытăма йĕркене кĕртсе пыма 5 млрд. яхăн укçа пăхса хăварнă. 1,5 млрд тенкине медицина хатĕрĕсене  ытти ĕçсене пурнăçлама тăкакланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре тĕрлĕ хирурги енĕпе операцисене йĕркелеме пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртнă. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене туяннине кура, регионта операци тунисен шучĕ те ӳссе пыни куçкĕретех. 2013-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2,7 хут пысăк пулни те çакнах çирĕплетет. Кăтарту пысăк.  Ачасен сывлăхне сиплес ĕçре Федерацин травматологи, ортопедии тата эндопротезировани пысăк витĕм кӳнине каланă. Центра хута янăранпа пурĕ 3190 ачан сывлăхне сипленĕ, вĕсенчен 70 проценчĕ Чăваш Республикинче пурăнакансем. Пĕр пухăннă пек чухне регион Ертӳçи Михаил Игнатьев республикăра сывлăха çирĕплетессипе йĕркелесе пыракан тĕрлĕ акцисем пирки те чарăнса тăнă. Палăртма кăмăллă, регионта 100 çултан иртнĕ 67 ватă пурăнать. Раççейĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, РФ Федераци Канашĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Комитет пайташĕ Владимир Круглый, сывлăх сыхлав Департаменчĕн ача-пăча тĕп хирургĕ Александр Разумовский тата РФ Сывлăх сыхлав министерствин ача-пăча тĕп специалисчĕ-хирург Игорь Поддубный республика Ертӳлĕхне йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен Раççей шайĕнчи мероприятине ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Йĕркелӳçĕсем асăннă мероприятине ача-пăча хирургĕсемшĕн кăна мар пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ, Раççейри студентсен наукине те аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Владимир Круглый республикăри ача-пăча клиникин больницинче пулса курни çинчен хăйсен ĕçтешĕсене каласа кăтартнă, хăйĕн шухăшне палăртнă. «Больницăра çав тери ăста специалистсем.  Пысăк професси шайĕнче ĕçлени куçкĕретех. Мĕнпур операцисенчен 60 процентне сайра тĕл пулакан пысăк технологисемпе пурнăçлаççĕ. Раççейре сахал регионта кун пек ĕçлеççĕ, Чăваш Енри опыт ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ,  республикăра пĕчĕк пепкесем пурнăçран уйрăлса кайни  пачах та çук тесен те йăнăш мар», - тенĕ хăна.  Пухăннисем умĕнче çакăн пекех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Федерацин  травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев  тухса калаçнă, хăнасене чăваш ене килсе çитнĕшĕн тав тунă. Асăннă мероприятине пĕтĕмпе Раççейри 50 регионтан тата ытти кĕтесрен те сахал мар врачсем килсе çитнĕ.  Мероприяти йĕркелӳçисем Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Раççейри ача-пăча хирургĕсен ассоциацийĕ, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттерекен мероприяти Чăваш Республикинче ака уйăхĕн 19-22-мĕш кунĕсенче иртĕ.



19 апреля 2016
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter