Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти аптекăсен ĕçĕпе паллашнă эмелсен хакĕ пирки кăсăкланнă, тĕрлĕ таварсен пахалăхне пăхса тухнă, учрежденисене пыракан халăхпа тĕл пулса калаçнă

 


Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти аптекăсен ĕçĕпе паллашнă эмелсен хакĕ пирки кăсăкланнă, тĕрлĕ  таварсен пахалăхне пăхса тухнă, учрежденисене пыракан халăхпа тĕл пулса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене итленĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Алла Самойлова çӳренĕ. Пурнăçра чи кирлĕ таварсем пирки вĕсен шучĕ 646 çитнине пĕлтернĕ министр регион Ертӳçине. Пĕлтĕр аптекăсенче ятарласа пурнăçра чи кирлĕ эмелсен куравне хатĕрлесе тăратнă. Ку асăннă ыйтупа шăпах та чи малтан пуçласа «Фармация» предприяти пуçласа ĕçе тытăннă. Хыççăн, çакнашкал куравсене ытти аптекăсенче те йĕркелеме пуçланă. Кун пирки тĕплĕн «Фармация» предприятийĕн генеральнăй директорĕ Валерий Филимонов тĕплĕн каласа кăтартнă. Эмелсен хакĕ пирки халăх интернет-сервис урлă та паллашма пултарать, унсăр пуçне регионта аптека интернет-сайтсем те сахал мар ĕçленине асăннă. Вăрçă ветеранĕсене тивĕçтермелли таварсен вырăнĕсем пушă выртнине курса, регион Ертӳçи «Фармация» директорĕнчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ. «Туянакансен сирĕнтен тулли информаци илмелле.  Раççейре кăларакан таварсем пирки хыпарсем анлă пулмалла. Ют çĕршывран илсе килекен эмелсенчен хамăр тăрăхра калăпланакан таварсен хакĕ пĕчĕк пулни пирки çынсене ăнлантарса памалла. Тĕрлĕ пулăшусемпе усă куракан çынсене ытларах та ытларах тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ертӳçĕсем пĕр пухăннă пек чухне сусăр çынсене сывлăха çирĕплетме эмельсем туянакан учрежденисенче ятарлă условисем пулмалли пирки те сăмах пуçарнă.  Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе «Фармация» директорне Валерий Филимонова ытларах тимлĕх уйăрма хушнă. Калас пулсан, ку учреждени умĕнче халлĕхе пандуса ячĕшĕн çеç туса хуни сисĕнет тесе каланă республика Пуçлăхĕ.

Çак кун Михаил Игнатьев «Сальва» тата «Ригла» ТМЯО çитсе килнĕ. Асăннă учрежденисем Мускав проспектĕнче вырнаçнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, регион Ертӳçи Михаил Игнатьев çапла каланă: «Пур аптекăсенче те эмелсен хакĕсем сăлтавсăрах ӳссе каяссинчен влаç органĕсенче тăрăшакансем çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, кулленех ятарлă мониторинг та туса пыраççĕ», - тенĕ.  Аптекăсен тытăмĕнче конкуренци пулни хаксене майлаштарса пыма питĕ лайăх май парать.  Çакнашкал аптекăсене тĕрĕслесе пырас ĕç  малалла та пырассине шантарса хăварнă.  Çула май Чăваш Енĕн тĕп хулинче ертӳçĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă самантсене те тĕплĕн пăхса тухнă. Çынсемпе курса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Предприятисенче,  лавккасем умĕнче çӳп-çапа пуçтармалли урнăсем вырнаçтармаллине асăрхаттарнă.   Хулара транспортсене кĕтсе тăмалли вырăнсем таса пулни паха.  «Дорэк» предприятире ĕçлекенсемпе калаçнă, шăпах та вĕсем çав вăхăтра урамсене тирпейлессипе тăрăшнă пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçченсене ырланă.  Афанасьев урамĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕчĕк пасар ĕçĕпе кăсăкланнă.  Шупашкарта пурăнакан Нина Ермикеева хăйĕн сăмахĕнче куллен усă куракан таварсене урамра сентресем çинче сутнăшăн, Муркашри чăх-чĕп фабрикинчен илсе килекен  чăх çăмартисене те туянма питĕ меллĕ пулнине каланă, куншăн тав тунă. Клавдия Митрошкина регион Ертӳçине сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă. «Хулари пĕрремĕш больницăра тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн   эпир савăнатпăр.  Çурта кĕме питĕ кăмăллă. Пур çĕрте те йĕрке. Медицина ĕçченĕсем те яланах кăмăлпа калаççĕ», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне. 

 Мускав проспектĕнче пурăнакансен çур-йĕр таврашĕсене те пăхса тухнă, 38-мĕш çурт тĕлĕнчи тирпейсĕрлĕх ертӳçĕсене кăмăлсăрлатнă.  «Клен» ТСХ ертӳлĕхне асăрхаттарса хăварнă.  Регион Ертӳçи «Бристоль», Новый век» лавккасен ĕçĕпе те паллашнă, таварсене пăхса çаврăннă. Чăваш Енре тирпейленсе тухакан таварсем пирки кăсăкланнă, туянакансем валли çителĕклĕ яланах паха таварсем пулмалли ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă Шупашкар  хула ертӳлĕхне. Тĕплĕнрех



20 апреля 2016
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter