Чăваш Республики Пуçлăхĕн çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕпе Лев Кураковпа регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕн çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕпе Лев Кураковпа регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, социаллă политикăпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чи малтанах Михаил Игнатьев Лев Куракова тата Ваттисен канашĕн членĕсене регион Правительстви йышăнса пыракан социаллă пĕлтерĕшлĕ пуçаруллă ĕçсене витĕм кӳрсе пынăшăн тав тунă. Актуаллă ыйтусене ушкăнпа сӳтсе явни тĕрĕс йышăнусем тума пулăшнине каланă, йăнăшсене сахалрах тума ирĕк панине асăннă. Чăваш Енре Ваттисен канашне йĕркелени республика тулашĕнчи çынсене те кăсăклантарнине пĕлтернĕ сумлă ентеш. «Çак йышăну чи хакли. Актуаллă ыйтусене татса пама пулăшакан тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупнă», - тенĕ председатель калаçăва малалла тăснă май.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 70 çултан пуçласа 80 çула çитнĕ пĕччен пурăнакан ватăсене, вĕсем пурăнакан çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн тӳлемелли взноса патшалăх хăй çине уйрăм тăкака илнĕ.  Тариф хакĕсем кăштах ӳснине кура, сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтерме бюджетра укçана пĕлтĕрхи кăтартуран, 20 процент пысăкрах йышăнса хăварни те çав тери паха. Халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтермелли пур мерăсене те малашне те çирĕп йĕркепе пурнăçласа пырассине каланă республика Ертӳçи.  Çак кун Михаил Игнатьев обществăлла транспортпа çӳресе халăхпа тĕл пулса калаçнине пĕлтернĕ. Çынсене ытларах кăсăклантаракан ыйтусем пирки пĕлнине, вĕсене хурав панине каланă. Ветерансем льготăллă билетсем пирки ыйтса пĕлнĕ. Ватăсем çулла пахча ĕçĕсем пуçлансан, тӳлевсĕр çӳремелли пайсене ӳстерме ыйтнă, хĕллепе кĕркунне вара кăштах уншăн пĕчĕклетсен те лайăхрах пулнă пулĕччĕ тенĕ. Ыйту питĕ вырăнлă, хуравне те вăхăтрах илнĕ çынсем. Республика Правительстви яланах сĕнӳсене шута илет. «Ку ыйту çав тери пĕлтерĕшлĕ, ăна татса пани ветерансене пулăшу пулĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă Лев Кураков. Тĕлпулу вăхăтĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç пирки, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче  Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ирттермелли ĕçсем çинчен те канашланă.



20 апреля 2016
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter