Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Оргсинтез» предприятийĕн генеральнăй директорĕпе Ярослав Кузнецовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн  20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Оргсинтез» Группа генеральнăй директорĕпе Ярослав Кузнецовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва «Оргсинтез» организацийĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Сергей Науман хутшăннă.  Тĕлпулу вăхăтĕнче предприятийĕн пуласлăх валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă. «Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та предприяти кулленех модернизациленсе пырать, организацире ĕçлекенсен йышĕ те ӳсет.  Эсир калăпласа кăларакан таварсем Чăваш Енре кăна мар,  Раççей шайĕнче те питĕ кирлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ярослав Кузнецов импорта улăштарассипе йышăннă проектсем пирки каласа кăтартнă республика Ертӳçине. «Пире экономика енчен аталанса пыма хушма çул-йĕр уçăлчĕ.  Производствăн калăпăшне те анлăлатма вырăнлă. Малашлăхра тата та предприятине ӳстерсе пыма тĕллев лартнă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Енчен те пур плана та ĕçе кĕртсен, организацире ĕçлекенсен шутне ӳстерме май пулассине палăртнă. Вĕсем ылтăн кăларассипе тимлекен предприятисем валли тĕрлĕ хатĕрсем те калăплама палăртса хунă. Халлĕхе проектсене пурнăçлас ĕç пырать.  Енчен те ĕçсем лайăхланса кайсан, ылтăн кăларакан предприятисем çитес çултан Химпромпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр пулни пирки ырă хыпара пĕлтернĕ Ярослав Кузнецов. «Химпром» ертӳлĕхĕ çак проект пурнăçа кĕни Çĕнĕ Шупашкарти предприятишĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Проектпа килĕшӳллĕн предприяти çулталăкне 15000 тонна тавар тирпейлесе  кăларма пуçлĕ.  Пĕрремĕш тапхăра проекта пурнăçлама 700 млн. тенкĕ палăртнă.  «Эсир тапхăр-тапхăррăн предприятине вăй илтерсе пыратăр, ют çĕршыврисенчен пĕрре те кая юлмастăр. Импорта улăштарассипе тăрăшуллă ĕçлесе плана тултарса пыратăр.  Çĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртетĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



20 апреля 2016
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter