"Хăйсен ĕçне юратакан, пысăк тавра курăмлă вĕрентекенсем республикăна кирлĕ ", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Чи хăюллă, пуласлăхлă пăхакан студентсен пуçарăвĕсем  пурнăçа кĕрсе пымалла.  Çакăн пек сăмахсем каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Н.В.Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче кадрĕсене хатĕрлес темăпа пухăннă «çавра сĕтел» калаçăва уçнă май.  Паллă мероприяти ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

 Елена Максимова студентка хăйĕн сăмахĕнче вĕрентекен професси питĕ килĕшнине пĕлтернĕ. Вăл «Çамрăк  профессионалсем» (Worldskills Russia)  Наци чемпионатĕнче Атăлçи федераци округĕнче «Графика дизайнĕ» компетенцийĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ пулнă.  Конкурсра çĕнтерме ăна хăй çине çирĕп шанни, колледжра пухнă пĕлӳ, педагогсем  вĕрентсе пил пани те питĕ пулăшнине  каланă. «Типографинче производство практикине тухнă хыççăн, тӳрех хама графика дизайнĕ килĕшнине ăнлантăм. Чăннипех те ку ĕçре çĕнĕлĕхсем тупма, укçа-тенкĕ те ĕçлесе илме май пур», - тенĕ студентка.  «Реклама тĕнчи» регион шайĕнчи конкурсра та хисеплĕ ята вăл çĕнсе илнĕ. «Рабочи профессине юратма вĕрентесси, ăна тата та анлăрах сарасси, инженер професси» темăсемпе вĕренӳ учрежденийĕсенче тимлекен массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинчи ăмăртура та хисеплĕ ята илнĕ. Михаил Игнатьев хĕрупраçа ырланă, чăннипех те вăл суйласа илнĕ професси паянхи пурнăç таппишĕн, уйрăмах ĕç рынокĕнче, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  «Çавра сĕтел»  калаçăва пухăннисем вĕренӳпе çыхăннă ыйтусем пирки сӳтсе явнă, ертӳçĕсем студентсене кăсăклантаракан темăсем çине хурав та панă. Вĕсем: хальхи пурнăçра педагогăн еплерех пулмалла,  çамрăк специалистсене патшалăх мĕнле пулăшусемпе тивĕçтерет, республикăн промышленноç пайĕ, шкул çулне çитмен вĕренӳ учрежденийĕсене реконструкцилес ыйту та кун йĕркинчех пулнă.  «Чи пахи – ачасене пĕлӳ панă чухне вĕрентекенсен хăйсен пĕтĕм кăмăлĕнчен тарăн пĕлӳ пама тăрăшмалла, вĕренекенсене юратмалла.  Ун чухне тин пуçаруллă та пысăк тавракурăмлă ачасем çитĕнме пултарĕç. Вĕрентӳ пайĕнче лайăх пĕтĕмпех пултăр тесессĕн, республикăра ăста та хăйсен ĕçне пĕтĕм чунтан хисеплекенсем ытларах пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Шупашкар хула пуçлăхĕ Лелнид Черкесов регионта виçĕ çултан пуçласа шăпăрлансем пĕтĕмпех ача садне çӳренине, вĕсене валли садиксенче çителĕклĕ вырăн йĕркеленине асăннă.  Палăртса хăваратпăр, юлашки 5 çул хушшинче республикăра пурĕ 21,5 пин ача валли  садиксенче вырăн хатĕрленĕ. «Эпир, енчен те ачасене садик кирлĕ пулсассăн,  пурне те тивĕçтерме тăрăшатпăр.  Ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çав тери пысăк тимлĕх уйăрать», - тенĕ Леонид Черкесов.  Колледжран вĕренсе тухакансем пурте тенĕ пекех ĕçе вырнаçнине каланă тĕплĕ калаçăва пухăннисем. Çав тери паха специалистсем, тарăн пĕлӳ илнисем тесе пĕр хуччен мар каланă ĕçпе тивĕçтерекенсем. «Паян çамрăксене валли пур условисем те çителĕклĕ.  Малашлăх пĕтĕмпех хăвăртан килет, епле пĕлӳ пухнинчен», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Н.В.Никольский ячĕллĕ колледжĕн студентсен пурăнмалли общежитийĕпе Михаил Игнатьев кăсăкланнă. «Палăртса хăваратпăр, çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлама РФ Президенчĕн Резерв фондĕнчен пурĕ 15 млн. тенкĕ тăкакланă.   Таса çутă, условисем çителĕклĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



21 апреля 2016
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter