Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополитне Владыка Варнавăна 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă

 


Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополитне Владыка Варнавăна 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă, Чăваш Ен халăхĕшĕн, Вырăс Православи Чиркĕвĕн ĕçне пысăк витĕм кӳнĕшĕн пурне те пехилленĕшĕн тав тунă.  Обществăн кăмăл-туйăмне, пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшĕвне тытса упраса пырас ĕçре пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă, çитĕнекен ăрăва православи тĕнне пăхăнса пурăнма вĕрентсе пынăшăн ырланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Регионта митрополит Варнава ĕçлеме тытăннăранпа сахал мар ырă улшăнусем пулса пынине палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Республикăра чиркӳсем ӳссе вăй илсе пыраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владыка Варнавăна сывлăх, килĕшӳ, вăрăм ĕмĕр суннă. Тĕплĕнрех



21 апреля 2016
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter