Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе тухакансене дипломсене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă çĕре хутшăннă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе тухакансене дипломсене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă çĕре хутшăннă. Мероприятире Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă.  Аслă шкултан вĕренсе тухакансене республика Ертӳçи саламланă май, студент пулнă вăхăтсем яланах чи лайăх асра юлнине каланă.  РАНХ тата ГС Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухакансем муниципалитет тата патшалăх службисенче яланах  кирлине, 70 проценчĕ тĕпрен ĕçе вырнаçнине асăннă.   Вĕсем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри хула, район администрацийĕсен ертӳлĕхĕсем. «Академирен вĕренсе тухакансем тарăн пĕлӳ илни, каярах вĕсем патшалăх влаç органĕсенче тăрăшнă чухне те яваплăха туйса ĕçлени сисĕнет.  Шанатăп, сире те хăвăрăн пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупассине», - тенĕ Михаил Игнатьев. Хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ студентсен вĕренмелли  условийĕсемпе паллашнă,  аслă шкулăн вулавăш пайне кĕрсе тухнă, вĕренекенсемпе, вĕрентекенсемпе  тĕл пулса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Аслă шкулта пĕтĕмпе 4,5 пин специалист хатĕрлесе кăларнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ пуçарнипе Чăваш Республикинче патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕн ĕç-хĕлне те çутатса пырать.   Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă.  Аслă шкултан вĕренсе тухакансем республика Пуçлăхĕпе калаçнă, хăйсен шухăшĕсем пирки пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев çамрăксене патшалăх енчен парса тивĕçтерекен пулăшусем çинчен каласа кăтартнă.  Палăртма кăмăллă, регионта çулран çул çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем çĕкленсе пыраççĕ. Çитес тапхăрсенче республикăра тата та 32 шкул çĕнелсе çĕкленсе ларĕ. Чăваш Енри паха ĕçе Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец, РФ вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов та Чăваш Енре пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă чухне палăртса хăварнă пулнă.  Тĕлпулу самантĕнче ертӳçĕсем ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă.   Тĕплĕнрех

 



21 апреля 2016
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter