Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче наукăпа практика конференци ĕçне пухăннисене республика Ертӳçи Михаил Игнатьев саламланă

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче наукăпа практика конференци ĕçне пухăннисене республика Ертӳçи Михаил Игнатьев  саламланă, хальхи пурнăçшăн питĕ кирлĕ актуаллă ыйтусене сӳтсе явма республикăна килнисене тав сăмахĕсем каланă. «Атăл тăрăхĕнче пурăнакансем мĕн авалтан пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăннă.  Çынсем хушшинчи ăнланăва, килĕшĕве тытса пырасси чи пысăк ĕç, кашни регион аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Енчен те тăнăçлăх пулсан, социаллă пурнăç пĕр тан лайăх аталансан, юратнă Раççей, регион малашлăхĕ тата та пархатарлă пулĕ.  Енчен те çынсене мĕн ачаран ыррине ăша хывма, Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма  вĕрентсе пырсан, экономикăн пуласлăхĕ вăйлă пулассине нимĕн иккеленме те кирлĕ мар. Обществăлла лару-тăру та пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ.  Çак ыйтусем пурнăçланасси пĕтĕмпех влаç тата граждансен обществин  ăнланăвĕсенчен нумай килет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Конференцине хутшăннисене пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма, ырă сĕнӳсене малашнехи ĕçре шута илме каланă. Кĕнеке ĕçĕнче пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Маргарита Гартфельдра Литература çулталăкĕн асăну медальне парса чысланă.    Конференци ĕçĕнче ытти ертӳçĕсене ĕçре уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнăшăн хисеп паллисене парса тивĕçтернĕ.  Чăваш Республикин Наци библиотекине хăйсен кĕнеке фондне пуянлатма 100 пин тенкĕ илме май паракан Сертификата парса хавхалантарнă. 2016-мĕш çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май, республика Пуçлăхне çакăн пек пуçарăва йышăннăшăн ырланă, тав сăмахĕсем каланă. Ĕçлекен çынна хисеплеме пĕлни çав тери пархатарлă ĕç. М. Рудомино ячĕллĕ ют çĕршыв литературин Пĕтĕм Раççейри патшалăх вулавăшĕн Генеральнăй директорĕн советникĕ Алексей Юдин хăйĕн сăмахĕнче  пур лартнă тĕллевсене те Чăваш Енре çав тери лайăх пурнăçласа пынине асăннă.  «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене ĕç урлă вĕрентме тĕллев лартни паха.  Социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çыншăн, уйрăмах маншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕç теми яланах малта пулмалла, вăл шăпах та çынна çутта кăлараканĕ», - тенĕ сумлă хăна. Тутарстан Республикин Наци вулавăшĕн директорĕ Сююмбике Зиганшина та çак сăмахсемпе килĕшнĕ. Чăннипех те тĕрĕс йышăну тунине тепĕр хут çирĕплетсе каланă. Шăпах та ĕç çынна çын пек пулма вĕрентет тенĕ вăл. Чăваш халăхĕ ĕçченлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăрать, çемье ăшшине те яланах упраса тытса пыма пĕлет тенĕ сăмаха малалла тăснă май.   Сююмбике Зиганшина Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче тăрăшакансене тав тунă. «Наци библиотеки культурăна, чăваш йăли-йĕркине упрама пулăшать. Раççей шайĕнче те çак вулавăш  питĕ паллă. Чăваш çырулăхне те вĕрентсе пырать», - тенĕ вăл. Конференцине пĕтĕмпе Раççейри 9 регионтан 150 ытла специалист килсе çитнĕ. Вĕсем шутĕнче наука çыннисем, тĕпчевçĕсем тата та ытти уйрăм палăртнă хăнасем пулнă, çав шутрах МИХ ĕçлекенсем те.  Тĕплĕнрех

 

 



21 апреля 2016
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter