Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата муниципалитет службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципалитет службин ветеранӗсем!

Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх институчӗ территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Халӑха пӑшӑрхан­та­ра­кан ҫивӗч ыйтусене вас­кавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пур­нӑҫ па­ха­лӑхне тата унӑн шайне ӳс­­тересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑ­пах ҫын­сене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шай­­ри влаҫ пред­ста­вителӗсен ӗҫ тухӑҫ­лӑ­хӗн­чен килет.

Чӑваш Республикин Правительстви вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ту­хӑҫ­лӑн тата тачӑ хутшӑнса ӗҫленине пула Чӑваш Енри хуласемпе ялсенче инфра­ты­тӑма аталантармалли, социаллӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатмалли майсем йӗр­ке­ленеҫ­ҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул­сем хута каяҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата меди­цина объекчӗсем, пу­рӑн­малли ҫурт­­­сем ҫӗкленеҫҫӗ, территорисем капӑр­ланса илем­ленеҫҫӗ, со­циаллӑ пӗл­терӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ про­из­вод­ствӑ­семпе пред­приятисем уҫӑ­лаҫ­ҫӗ, пысӑк технологиллӗ хушма ӗҫ вырӑ­нӗсем йӗр­келенеҫҫӗ.

Чӑваш Республикине ачасене пурӑнма чи лайӑх майсем туса панӑ Раҫ­ҫей регионӗсен шутне кӗртнине пирӗн пӗлтӗрхи пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн пӗл­те­рӗш­лӗ кӑтартӑ­вӗсенчен пӗри теме пулать.

Пирӗн умра курӑмлӑ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ – экономикӑри йывӑр­лӑх­сене пӑх­масӑр чи ҫывӑх ҫулсенче социаллӑ инфратытӑм объекчӗсен строительствине малалла тӑсасси, хамӑр ҫине илнӗ пӗтӗм тивӗҫе пурнӑҫлассине ти­вӗҫ­­тересси. Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, му­­ниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ре­сурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗ­мӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май па­­ракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑш­малла.

Ҫак ыйтусене татса парасси пире ӗҫлӗхлӗ те тимлӗ пулма, пур пек ресурс­сене пӗр ҫӗре пухма,гражданла общество институчӗсемпе тата по­ли­ти­кӑлла вӑй­семпе ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатма хистет.

 Сирӗнтен кашнин яваплӑхӗпе хастарлӑхӗ, ӗҫри тата пултарулӑхри вӑй-халӑр муниципалитетсенче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑвакан мӗнпур пар­ха­тарлӑ пуҫарурах ҫитӗнӳ никӗсӗ пуласса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире малашлӑхлӑ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама пӗтӗм чунтан ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     М.Игнатьев

 



21 апреля 2016
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter