Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕ Владимир Колокольцев килсе çитнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ

 


Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕ Владимир Колокольцев килсе çитнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ.  Ĕçлĕ калаçăва пуçланă май, чи малтанах Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕ Владимир Колокольцев Сергей Неяскин генерал-майор полицине Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕпе пухăннисене паллаштарнă. Ăна çак должноçе уйăрса лартасси пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Указа алă пусса çирĕплетнĕ.  Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăçшăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Йĕрке пăсаканансене вăхăтра тупса палăртассине, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине тата ытти нумай ыйтусемпе тĕплĕн ĕçлеме хушнă. Наркотика хирĕç кĕрешес ыйту та кун йĕркинче çивĕч тăнине асăннă. Палăртнă ыйтусемпе ытларах профилактика ĕçĕсене те вăхăтрах йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. Енчен те çынсем йĕркене пăснăшăн, шалти ĕçсен органĕсенче учетра тăраççĕ пулсан, вĕсене çирĕп асăрхаса тăмаллине каланă. Сергей Неяскин пĕлĕвĕ, ĕçри пысăк тавракурăмлăхĕ пур лартнă тĕллевсене те пурнăçа кĕртсе пыма, регионта малашне те йĕрке хуçаланассине шанса каланă Министр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Еншĕн çакăн пек пысăк хăнана, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрне кĕтсе илесси хăех пысăк чыс тенĕ. Михаил Игнатьев республикăра право сыхлавĕн органĕсемпе патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе  тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă.  «Пирĕн пурин те пĕр тĕллев – халăх влаçа шантăр тесе, хамăртан мĕн килнине, шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçласа пырасси. Эпир пурсăмăр та Раççей, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тӳрĕ кăмăлпа саккуна пăхăнса ĕçлесе пыратпăр.  Кун пек чухне обществăлла политика лару-тăрăвĕ те куç кĕретех лайăх пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май. Тĕплĕнрех

    

 



22 апреля 2016
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter