Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 


Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă. Асăннă уява Чăваш патшалăх филармонийĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятинче Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем, муниципалитетсен ĕçченĕсем пухăннă. Чи малтанах мероприяти пуçланиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин обществăлла хăй тытăмлăх органĕсем йĕркелесе тăратнă курава пăхса çаврăннă.   «Халăхăн ыйтăвĕсене вăхăтра татса парасси нумай чухне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем тухăçлă ĕçленипе те çыхăннă», - асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче. Муниципалитетсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсен шайне ӳстересси те пĕтĕмпех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытса пынипе çыхăннине каланă.Общество тăнăçлăхĕ те çак ĕçсенчен пĕтĕмпех лайăх пуласси килет. «Паян республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пĕтĕмпе 2,5 пин служащий тăрăшать.  Палăртса хăваратăп, Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра палăртнă кăтарту - патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен шучĕ пĕчĕк, анчах та ĕç тухăçлăхне пăхас пулсан, чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисем шутĕнче», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче.  Муниципалитетсенче çамрăк специалистсем вăй илсе пынине асăннă регион Ертӳçи. «Калас пулсан, мĕнпур служащисенчен 30 проценчĕ 35 çула çитичченхисем. Чи     пахи пысăк тавракурăмлă ĕçе юратакансем службăна килни», - тенĕ сăмаха малалла каланă май. «Республика Правительствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, регионта инфратытăм лайăх аталанса пырать, çулсем, шкулсем, ача сачĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрсем тăтăшах хута каяççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ.  2015-мĕш çулхи чи пысăк ĕç – тĕп кăтартусене упраса хăварни, мĕнпур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурне те татса пани», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Калас пулсан çитĕнӳсем сахал мар, республикăра тăваттăмĕш çул демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куçса пыни, пепкесем çурални савăнтарать. Нумай çул пурăнакансен шучĕ, нумай ачаллă çемьесем республикăра чылайăн.  «Малашлăхра та пирĕн ĕçлемелли сахал мар. ЖКХ пайне аталантарасси, инвестици явăçтарасси, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пахалăх шайне ӳстерсе пырасси, предпринимательсене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе тăратасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Уявра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсенче ĕçлекен хастар ентешсене, ĕçре палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă.

 Чăваш Республикин тĕп хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канаш Правленийĕн Председателĕ хăйсен ĕçтешĕсене саламланă, хисеп паллисемпе чысланă, çак уяв чи çамрăк пулнине каласа хăварнă.  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем халăхпа чи çывăх яланах пулакан влаç тесе хакланă.  Шăпах та вĕсем общество шухăш-кăмăлне лайăхлатас ĕçре пысăк витĕм кӳнине асăннă.  «Патшалăхшăн тата пирĕн республикăшăн та  сирĕн ĕç питĕ пархатарлă», - тенĕ вăл.  Уява пухăннисене Вадим Николаев Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко ячĕпе саламланă.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов уява килнисене тухса саламланă май, республикăри район тата хула администрацийĕсенче тăрăшакансенчен тавралăх тирпейлĕхпе палăрни те пĕтĕмпех килнине каланă. Пурне те тав тунă.   Ĕçре маттуррисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн наградисене, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕнчен Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен  Канашĕ йĕркелесе ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçисене уйрăммăн палăртса грамота парса чысланă. Тĕплĕнрех 

 



22 апреля 2016
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter