Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗнтен кашнин пурнӑҫӗнчех уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать.    

Тӑван чӗлхе вӑл – пуян ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет еткерлӗхӗ, халӑхӑмӑрӑн хак­­­лӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак кун эпир пире хӑ­йӗн ик­сӗл­ми илем­лӗ­х­ӗпе тата пуянлӑхӗпе тыткӑнлакан тӑван чӗлхене сума сӑ­ват­­пӑр.       

Культурӑн паллӑ ӗҫченӗ тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр анне чӗлхи халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-си­печӗн ас­лӑран та аслӑ  вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. 

Хӗрӳ чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн хайлавӗнче вара ҫакӑн пек ҫырнӑ йӗр­­­­кесем пур: «Чăваш сăвви, чă­ваш сăмахĕ – Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕс­­ле сасси вырăнне пулӗ».

Чӗлхе халӑхсен ӑс-хакӑл культурипе хӑйне евӗрлӗхне сыхласа уп­ра­мал­ли тата малалла аталантармалли хӑватлӑ хатӗр пулнине ҫирӗплетсе сӑ­вӑҫ­сем ун ҫин­­чен калакан шухӑша питех те тарӑннӑн та анлӑн сӑнар­лаҫ­ҫӗ.

Нумай нациллӗ Раҫҫейшӗн кашни чӗлхенех хисеплени тата сум­лани халӑх­сен хуш­шинчи тӑнӑҫлӑха, пӗр-пӗрне ӑн­ланса пу­рӑ­нас­сине тата ҫураҫулӑха ша­н­­чӑк­лӑн сыхласа упрамалли мел шутланаҫҫӗ.          

Чӑваш Енре кунта пурӑнакан мӗнпур халӑх чӗлхипе культуринех пӗр тан хак­ласа хисеплеҫҫӗ. Паян патшалӑх политики наци чӗлхипе культурине пу­лӑш­­са пы­ма тата малалла аталантарма тӗллев лартать.

Регионти нумай нациллӗ халӑхӑн культура еткерлӗхне яваплӑха туйса тата типтерлӗн сыхласа упрани обществӑра ӑс-хакӑлпа этеплӗх витӗмне вӑйлатма пулӑшӗ.      

Ҫак паллӑ кун чӗлхеҫӗсене, тӑван сӑмахпа литература вӗ­ренте­кен­сене, ҫы­­­­­равҫӑсемпе журналистсене – чӗлхемӗре пуянлатассишӗн тата унӑн ха­лӑх хушшин­чи чыс-сумне ӳстерессишӗн ырми-канми тӑрӑшакан мӗн­пур ҫынна – чун-чӗ­ререн тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх суна­тӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         М.Игнатьев 



25 апреля 2016
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter