Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йывăç кунне халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри акцине хутшăннă

 Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йывăç кунне халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри акци пуçланнă ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Республикăри Правительство членĕсем Атăл леш енче йывăç-тĕмсем лартнă. Шупашкар лесничествин директорĕ Василий Богданов чи малтанах йывăçсене лартма пуçличчен ертӳçĕсене ĕçе епле пурнăçласа пымалли пирки каласа кăтартнă, тĕслĕх вырăнне пĕр йывăçне пурне те курмалла лартса панă.  2010-мĕш çулта шăпах та çак вырăнта, пушар алхаснă пулнă. Халĕ малашне палăртнă çĕрте симĕс тум тăхăннă йывăçсем ешерсе таврана илем кӳрĕç. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев вăрмансене упраса хăварасси пурин те пысăк тивĕçĕ пулнине асăннă. «2010-мĕш çулта çанталăк типĕ тăнине кура, Атăл леш енче 10 пин гектар вăрман çунса кĕлленнĕ. Эпир кĕске вăхăт хушшинче çак арканнă лаптăксене çĕнĕрен йывăçсем лартса таврана упраса хăварма тĕллев лартрăмăр.  Кăçал çĕнĕрен йывăçсем лартмалли лаптăк 5 пин гектар йышăнмалла.  Ытти 5 пин гектар  лаптăкне çитес пиллĕк çул хушшинче тирпейлесе çитерме палăртса хунă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пĕр килнĕ пек чухне пĕлтĕр лартса хăварнă тĕмсене пăхса тухнă. «Кăçал эпир лартнă йывăçсем те пĕлтĕрхисем пекех чĕрĕлессе шанатпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Ертӳçи. Шупашкар лесничествин директорĕ Василий Богданов хăйĕн сăмахĕнче кăçал республикăра йывăç-тĕмсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен лартма пуçланине пĕлтернĕ.  Йывăç кунне анлăн пĕтĕм халăхпа палăртма ака уйăхĕн 23-мĕш кунне халалланине каланă. Тĕплĕнрех



25 апреля 2016
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter