Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерӳ ялавĕ умĕнчи хуралçă салтак» ятлă республикăра ирттерекен акцине торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă

 


Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерӳ ялавĕ умĕнчи салтак» ятлă республикăра ирттерекен акцине торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Мероприятине Шупашкарти Ача-пăчасен пултарулăх керменĕнче йĕркеленĕ.  Уява Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем, Обществăлла палата пайташĕсем, Чăваш Республикинчи ветерансен организацийĕсен представителĕсем, Ачасен полици академийĕнче ăс пухакансем  тата та ытти ентешсем хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен акци ĕçне пысăк шая хурса хакланă, уйрăмах çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  «Регионта çак акцине йĕркелеме пулăшакансене: Чăваш Енри Общество палатине, Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствине пысăк тав.  Çакăн йышши мероприятисем республикăри районсемпе хуласенче иртет.  Чи пахи ачасем мĕн пĕчĕкрен паттăрсен ĕçне ăша хывма пĕлмелле, историне тĕпчемелле, вĕренмелле.  Тăван çĕршыва, тăван тăрăха хисеплемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Республикинчи Общество палатин председателĕ  Алексей Судленков тата Тăван çĕршывăна Аслă вăрçин ветеранĕ Петр Теплов акцине пухăннисене, çамрăксене, шкул ачисене пурне те саламланă. Палăртнă акци республикăра ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 9-мĕшччен иртет. Кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Тĕплĕнрех



26 апреля 2016
07:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter