Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов тата Чăваш Ен Пçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу та ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов килсе çитнĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем урлă выртакан Р-176 «Вятка»  автомашина çулĕ çинче сумлă хăнана Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ. Регионти 21,6 çухрăм çула федераци шайĕнчи автомашина çулĕсен шутне кĕртме май пуррипе çуккине тĕплĕн сӳтсе явнă ертӳçĕсем.  Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев Максим Соколов Министра Шупашкарăн тĕп панорамипе паллаштарнă. Çул-йĕрпе çыхăннă проектсем пирки каласа кăтартнă, вĕсене пурнăçа кĕртсе пынине пĕлтернĕ. Инфратытăма, туризма, социаллă сферăна аталантарассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яни пирки те асăннă, регионăн çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа хăварнă. Чи малтан Шупашкарти Мускав кĕперĕн çĕнĕ реконструкцийĕпе тата ытти строительство ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.  РФ Транспорт Министрне регионта çулсемпе çыхăннă объектсене пурнăçа кĕртме федерацирен 916 млн. тенкĕ пулăшу уйăрнăшăн тав тунă.  Максим Соколов асăннă объектсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслевре тытнине, палăртнă проект туллин пурнăçа кĕрессине шанса каланă Министр.

Çак кун Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу та ирттернĕ. Республикăра çул-йĕре аталантарассипе çыхăннă нумай актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  РФ Транспорт министерствине Чăваш Ене аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев, 2015-мĕш çулта пĕтĕмпе 3,7 млрд. тенкĕ регионти çулсене тирпейлеме куçарнине палăртнă. «Халăхăн тупăш пайĕ ӳссе пырать. Çулсем çинче машинăсен шучĕ те кулленех нумайланать. Çулсем тимлĕх уйăрма хистеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăснă май.  Республика Пуçлăхĕ Максим Соколова регионти тĕп проектсем пирки каласа кăтартнă, льготăллă категорире тăракан çынсен транспорт ыйтăвĕсене туллин татса панине пĕлтернĕ. «Пурсăмăр та пĕрле  тăрăшса ĕçленин тĕп кăтартăвĕ – граждансен кăмăл-туйăмĕ лайăхланса пыни, влаçа халăх шанни», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Максим Соколов хăйне Чăваш Республикине килме йыхравланăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне чун-чĕререн тав тунă. «Маншăн, чăннипех те çак ĕçлĕ визит çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калас пулсан, Чăваш Республики нумай транспорта çыхăнтарса тăракан пысăк узел шутланать.  Пĕтĕмпех тенĕ пекех, транспортсем республика урлă иртсе çӳреççĕ, экономика аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Çул пулсан, пурнăç та пур», - тенĕ сумлă хăна.  «Регионти çулсем пĕтĕмĕшле калас пулсан, аван. Федераци шайĕнчи çулсен пахалăх шайĕ ӳссе пынине эпир куратпăр. Мĕнпур çулсенчен 2/3 пайĕ нормăна тивĕçтерет. Ку чи пахи.  Енчен те малашне те çак хăвăртлăхпа ĕçлесе пырсан, 2018-мĕш çул тĕлне пĕтĕмпех йĕркелесе çитерес шанăç та пур, Чăваш Ен территорийĕ урлă каякан автомашина çулĕсем те пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе пырасси куçкĕретех», - тенĕ Министр, регионти çулсене çĕршыв ертӳлĕхĕ те çирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă. «2016-мĕш çулта Раççейри регионсене хушма пулăшу бюджетран пĕтĕмпе  40 млрд. тенкĕ куçĕ. Çак çав тери пысăк йышăну. Пулăшупа туллин тата тухăçлă усă курмалла. Çĕнĕ технологине пăхăнса, хальхи пурнăç шайĕнчи строительство хатĕрĕсене ĕçе кĕртсе пымалла», - тенĕ вăл,  çулсем çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă. Чăваш Енре палăртнă ыйтупа лайăх ĕçленине, 2015-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх,  регионта автомашина çулĕсем çинче аварисем пулнин шучĕ 16,6 процента чакни, çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнин кăтартăвĕ 15 процент сахалланни те çакнах çирĕплетсе парать тенĕ Министр. Кунсăр пуçне, республикăри пур ялсенче те асфальт сарнă çулсем пурришĕн ырланă. Çулсем валли федерацирен уйăракан укçа 1 млрд. тенкĕрен те иртнĕ. Ăна туллин усă курма, регионта пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пыма сĕннĕ. «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли чукун çулĕн проект ĕçне 2016-мĕш çулта вĕçлеме тĕллев лартнине каланă. Шăпах çак ĕç те, малашлăхра республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхĕн çĕнĕ шайне ӳстерсе пыма ирĕк парасса палăртнă. 

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн докладĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен ытларах чарăнса тăнă. Пĕлтĕр республикăра 30 çухрăм автомашина çулне сарнă, 112,4 çухрăм  çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ, вĕсенчен 59 çухрăмне ял тăрăхĕнче. 2016 - мĕш çулта çул-йĕр строительствине пурĕ 3 млрд. тенкĕ уйăрма палăртса хунă, вĕсенчен 1 млрд федераци хыснинчен. Иван Моторин Чăваш Енĕн тĕп хулинчи çулсем пирки каласа хăварнă, федераци енчен самай пулăшу куçнине, ĕçе тухăçлă йĕркелесе пырассине шантарнă. Сăмаха май, Етĕрнери тата Пăрачкаври пысăк кĕперсен шăпи пирки те асăннă, унта Сăр шывĕ урлă каçмана çĕнĕрен хута ямаллине каланă.  Вуншар çулсем хушши пачах та пĕрре те çак объектсене юсаман, çул та кĕпер те юрăхсăра тухни куçкĕретех.  Çак ĕçсене федераци хыснинчен пулăшу куçарса парсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ Иван Моторин.  Енчен те Пăрачкав сали витĕр юхса выртакан Сăр урлă каçмалли кĕпере тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелес пулсан, вăтамран 1,8 млрд. тенĕ кирлĕ, пирĕн вара республикăн çул-йĕрĕ валли уйăрнă укçа-тенкĕ те пурĕ те 3 млрд. çеç. Максим Соколов регионсенчи кĕперсем пирки сăмах пуçарнă май, Росавтодор ятарлă программа йышăнма хатĕрленнине пĕлтернĕ. «Платон» тытăм пĕлтĕр вăя кĕчĕ, шăпах та пухăнакан укçана регионсене проектсене пурнăçа кĕртме уйăрасси паллă пулнине каланă Министр, çӳлерех асăннă Сăр урлă выртакан кĕперсене юсама проект хатĕрлеме сĕннĕ.  Максим Соколов республика Правительстви çулсемпе тухăçлă ĕçленине палăртнă. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, çитес вунă çулта çулсене икĕ хут ытларах хута ярассипе йышăннă программа Чăваш Енре питĕ лайăх пурнăçа кĕрсе пырать, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсенче кун пек мар», - тенĕ Министр.

 Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче хулари халăха илсе çӳретмелли транспорт пирки сăмах пуçарнă.  2011-2015-мĕш çулсенче пурĕ Шупашкарти çулсене тирпейлеме 3,3 млрд. тенкĕ хывнине асăннă, пĕтĕмпе 7 çухрăм автомашина çулне сарнине пĕлтернĕ. Çуртсем таврашĕнчи çулсене те пĕтĕмпех тирпейлесе çитернĕ тесен те йăнăш мар, йышăннă программăна 2019-мĕш çул тĕлне вĕçлеме палăртса хунă. Хулари Мускав кĕперне строительсем графика пăхăнса пурнăçласа пынине, ĕçĕн пахалăх шайĕ те пысăк пулнине асăннă. Федерацин Çул-йĕр фончĕн ертӳçин çумĕ Игорь Астахов хăйĕн докладĕнче республика урлă 329 çухрăм федераци шайĕнчи çулсем выртнине палăртнă, тĕнче шайĕнче М-7, М-5 икĕ трасса çав тери пысăк пĕлтерĕшлине каланă. Çулсем çинче транспортсен йывăрлăхне çирĕп тĕрĕслеве тытмаллине асăрхаттарнă. Ытларах чухне йывăр тавар тиенĕ автомашинăсем те çула юрăхсăра кăларни куçкĕретех. Чăваш Ен Пçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта çул-йĕр аталанасси паллă тенĕ «Кăçал 4 млрд.тенкĕ çулсене валли куçĕ. Шăпах та çак ĕçсем те халăхăн кăмăл-туйăмне лайăхлатма, пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пыма пулăшаççĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех 



26 апреля 2016
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter