Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 

 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче çул-йĕре аталантарассипе çыхăннă актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин территорийĕ М-7 «Волга» çул урлă пысăк таварсем тиенĕ автомашинăсем час-часах иртсе çӳренине, кунне вăтамран 50 пин ытла  та пулнине асăннă,  Шупашкар районне тата ытти  хула çывăхĕсенчи ял тăрăхĕсене экологи енчен сиен кӳнине каланă. Палăртнă лаптăкра час-часах автомашинăсен юхăмĕ чарăнса ларни те куçкĕретех, аварисем пулас хăрушлăх та пысăк.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсене сармалли çĕнĕ проекта регион хатĕрленине пĕлтернĕ. Шупашкар хулине, Кукеçе тата Лапсара  транспортсем кĕмесĕрех, çывăхри урăх çулпа та иртме питĕ меллĕ пуласса асăннă. Шупашкар районĕн Кăнтăр хĕвел тухăç енчен çула сарма палăртса хунă. Регион Ертӳçи проекта Раççей Федерацийĕн патшалăх программине кĕртсе хăварма ыйтнă Министртан. Кунсăр пуçне 2018-мĕш çулта футбол выляма чемпионат вăййисене хатĕрленме Чăваш Ене тĕп базăсенчен пĕри тесе уйăрса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Шăпах та, çак М-7 «Волга»  çула FIFA тирпейлесе çитерме ыйтать.  2017-мĕш çулта адреслă инвестици программине кĕртсе хăварсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине асăннă ыйтусене татса пама кирлĕ пек пулăшусем куçассине çирĕппĕн каланă. Тĕплĕнрех



26 апреля 2016
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter