Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах планерка ĕçне пуçличчен, Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен çĕнĕ министрĕпе Сергей Неяскинпа пухăннисене палаштарнă. Ăна Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ пулма Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Указа алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. «Сергей Дмитриевич профессири çул-йĕрне çул çитменнисемпе ĕçлекен участок инспекторĕн должноçĕнчен пуçланă. Йĕркелĕхе тивĕçтерес ĕçе шалтан пĕлет", — тенĕ Михаил Васильевич. Хыççăн тепĕр ырă хыпар пирки пĕлтернĕ: «Шупашкар Раççейри экологи тĕлĕшĕнчен таса хуласен ТОП-10 йышне кĕнĕ», - тенĕ вăл. Малашне те çак пысăк виçене антарса лартма юраманнине, тавралăха тирпей-илем кӳртессипе тăрăшса ĕçлемеллине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республикăн кăçалхи пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕтĕмлетнĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчи ырă туртăмсен шутĕнче вăл промышленноç производствин — 106,8% (Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 2-мĕш вырăнта), ял хуçалăх производствин — 112,3%, халăхăн уйăхри вăтам ĕç укçин 103,4% танлашнă ӳсĕмне палăртнă. Промышленноç производствин индексĕ электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн производствинче — 21,2, апат-çимĕç туса кăларакан производствăра — 16,3, хими промышленноçĕнче 20,4% хушăннă. Резинăпа пластмасса изделисем туса кăларасси те 20% ӳснĕ. Ытти хăшпĕр производствăра та ӳсĕм пур. Строительствăри ĕç-хĕл калăпăшĕ — 7,5 млрд тенкĕлĕх. Ку виçе пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчипе танлаштарсан 81,1% чухлĕ. Мĕнпур çăлкуç шучĕпе пурăнмалли 63,4 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи çак тапхăртин 58,6% чухлĕ. Строительство министрĕ Олег Марков шучĕпе, çулла çурт-йĕр строительствин рынокне тăнăçлăх таврăнмалла, çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх пĕлтĕрхи шая çитмелле. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăйпитти çынсен йышĕнчи ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,9% пулнă, ĕçлев службин органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ — 6,05 пин çын. "Трактор завочĕсем" концерн çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăйĕн ĕçченĕсен чылай категорийĕн ĕçне чарса лартасси çинчен пĕлтернине кура Михаил Игнатьев лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăма хушнă, ĕçлев центрне килекенсене вăхăтра квалификацие улăштармашкăн пулăшмалли пирки асăрхаттарнă. Михаил Васильевич кризис тапхăрĕнче хăйсен ĕçченĕсене шалу тӳлемен пуçлăхсене çивĕч критикленĕ: "Çак процессене лăпкăн сăнаса тăма юрамасть. Хăйсен служба машинисене сутчăр, анчах ĕçлекенсен умĕнчи парăма татчăр", - тенĕ вăл.

Финанс министрĕ Светлана Енилина ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 9,3 млрд ытларах тенкĕлĕх пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Хамăрăн тупăшсем 6,3 млрд тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,8% ӳснĕ. Финмин ертӳçи республика тăкак обязательствисем валли вăхăтра укçа уйăрнине çирĕплетнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне 609,5 млн тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланă.

Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарнă. Çурхи культурăсене 320,6 пин гектар акса хăвармалла. Тунтикун тĕлне 10 районта 846 гектар акнă. Вăрлăх çителĕклĕ, хуçалăхсене патшалăх енчен 420 млн тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ, çак кунсенче вĕсем тата 160 млн тенкĕ илĕç. Михаил Игнатьев ял хуçалăх техникипе тухăçлă усă курмалли пирки аса илтернĕ: "Хăватлă техника пĕр сехет те ахаль ан лартăр. Унпа хăш хуçалăхсенче машинăсем çитмеççĕ — унта тÿлевлĕ майпа усă курмалла. Кашни сехет хаклă. Кăçал пирĕн выльăх апачĕн пысăк саппасне хатĕрлемелле, 2017 çул валли апат-çимĕç саппасне тивĕçтермелле. Пĕтĕмпех профиль министрĕнчен, администрацисен пуçлăхĕсенчен, эсир ĕçе мĕнле йĕркеленинчен килет", - тенĕ.

Чăваш Республикин çутçанталăк тата экологи министрĕ Сергей Павлов тата Чăваш Енри ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров республикăра пушартан сыхланассипе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă.   Çутçанталăк сиенне сирсе яма, пурĕ регионта ятарлă 866 çынна хатĕрлесе тăратнă. Пушар сӳнтермелли 88 техника, сывлăшра вĕçсе иртекен ятарлă техника та тата та нумай хатĕрсем çителĕклĕ. Михаил Игнатьев тăтăшах тĕрлĕ тренировкăсем ирттермеллине, вĕрентӳ пайĕсем те пулмаллине асăрхаттарса хăварнă. Планерка эрнекун тата шăматкун Шупашкар лесничествин çуннă вăрман территорийĕсенче йывăç лартнине пĕтĕмлетнипе вĕçленнĕ. Йывăç лартма республика Пуçлăхĕ те, министрсем те тухнă. Пĕтĕмпе 6,5 гектар çинче хыр хунавĕсем лартса хăварнă. Михаил Игнатьев ку ĕçе малалла тăсассине çирĕплетнĕ: "Ырă йăла. Тĕллев — 5 çулта çуннă мĕнпур вăрмана çĕнĕрен чĕртесси", - тенĕ.

 



26 апреля 2016
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter