Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ. Республикăри массăллă информаци хатĕĕсенче тăрăшакан 60 журналист мероприятине пуçтарăннă. «Сирĕн ĕçе халăх кĕтет, эсир халăха кирлĕ çынсем. Сирĕн паха опыта эпĕ ырлатăп.  Малашне те хăвăрăн професси пĕлĕвĕн шайне чакарса ан лартăр, регион пурнăçĕшĕн тăрăшса ĕçлер», - тесе пуçланă хăйĕн калаçăвне республика Пуçлăхĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама пуçличчен, чи малтанах пухăннисене республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки кĕскен паллаштарса хăварнă. Çулталăк пуçламăшĕнчи ырă туртăмсен шутĕнче вăл промышленноç производствин — 106,8% (Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 2-мĕш вырăнта), ял хуçалăх производствин — 112,3%, халăхăн уйăхри вăтам ĕç укçин 103,4% танлашнă ӳсĕмне палăртнă. Промышленноç производствин индексĕ электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн производствинче — 21,2, апат-çимĕç туса кăларакан производствăра — 16,3, хими промышленноçĕнче 20,4% хушăннине, резинăпа пластмасса изделисем туса кăларасси те 20% ӳснине палăртнă. Ял хуçалăх ыйтăвĕсем пирки сăмах хускатас пулсан, кунта та кăтарту питĕ аван. Ял хуçалăх таварне туса илессин калăпăшĕ хăпарнă, вăл 112,3 процентпа танлашать 2016-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕччен.  «Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерни куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кăçал та социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярассипе малалла ĕçлетпĕр, шкулсем,  çулсем, спорт уйрăмĕсем хута яма палăртса хунă, инфратытăм та вăй илсех пырĕ, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене те хатĕрлеме палăртнă. Журналистсене тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарнă.    Промышленноç пайĕ, ял хуçалăхне аталантарасси, çамрăксем ялсене ĕçлеме юлччĕр тесен, мĕн тумалла? Тата та ытти тĕрлĕ ыйтусем тăратнă пресс-конференцине пухăннисем. Мĕнпур ыйтăва Михаил Игнатьев тĕплĕн итленĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.   Тĕплĕнрех



26 апреля 2016
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter