Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессипе йышăннă саккуна 2018-мĕш çул раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсма йышăнса хăвармалли саккун проектне пăхса тухнă, ырланă. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен Чăваш Енри Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче Шупашкарта пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çĕрсемпе тивĕçтерес тĕллевпе Муркаш тата Шупашкар районĕсенчи 186,7 гектар çĕр лаптăкĕсене хулана тăратнине ырă хыпара каланă. Хальхи вăхăтра Муркаш районĕнчи 54,26 гектар çĕре те хулана куçарса парасси пирки хатĕрленӳ ĕç тапхăрĕ пынине пĕлтернĕ.

Республика Правительствин членĕсем Чăваш Республикин финанс министрĕн Светлана Енилинăн докладне итленĕ, 2016-мĕш çулăн пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, йышăнса хăварнă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕрремĕш кварталти тупăшĕ 9310,8 млн тенкĕпе танлашнă, плантан 23 процент. Харпăр хăй тупăшĕ республикăн 4778,9 млн., пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 6,8 процент чухлĕ хăпарнă тесе пĕлтернĕ финанс министрĕ Светлана Енилина. Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ çулталăк пуçланнăранпа 1526,3 млн. чакнă, кăтарту питĕ пысăк пулни куçкĕретех. Хальхинче ларăва пухăннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата вĕсене ăсатма çӳрекен çывăх çыннисене 2016-мĕш çулта çу уйăхĕн 3-12-мĕш кунĕсенче транспортсемпе тӳлевсĕр çӳремеллин ĕç хутне йышăнса хăварнă, паллах таксипе юрамасть. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хисеплеме, транспортпа илсе çӳрекенсене те ыйтăва тĕрĕс ăнланса килĕшме сĕннĕ.  «Чăваш Енĕн, Раççейĕн чыслă паттăрĕсене пирĕн нихăçан та манăçа кăларма юрамасть, вĕсен хастар ĕçне яланах ăша хывса пурăнмалла - ку пирĕн тивĕç.  Ветерансем умĕнче эпир яланах парăмра», - тесе каланă Михаил Игнатьев.

 Чăваш Ен Ертӳçи Михаил Игнатьев республикăра бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем валли кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине каланă.  «Производствăна модернизацилеме тĕрлĕ хатĕрсем туянма яланах патшалăх витĕм кӳнĕ, малашне те çак ĕçсене пурнăçлама тăрăшăпăр»,- тесе каланă вăл.  Хула муниципалитечĕсенче автомашина çулĕсене сарса тирпейлеме 2016-мĕш çул валли укçа-тенкĕне уйăрнă. Улатăр хулине -18,8 млн., Канаша - 11,7 млн., Çĕнĕ Шупашкара - 17 млн., Çĕмĕрле хулине - 9,5 млн., Шупашкара - 43 млн. палăртса хунă. Автомашина çулĕсене сарас ыйту çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Михаил Игнатьев, халăх питĕ кăсăкланнине пĕлтернĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов килнĕ пулнă. Министр Чăваш Енри ĕçсене ытти регионсемпе танлаштарнă, пирĕн республикăра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕсене туллин тивĕçтерсе пынине палăртса хăварнă. «Пĕлтĕрхи кăтартусене пăхас пулсан, эпир икĕ хут та ытларах ĕçленĕ. Çул-йĕр фончĕ уйăракан укçа-тенкĕне пĕтĕмпех тĕллевлĕн усă куратпăр.  Ку чи пахи. Раççейре пĕтĕмпе те икĕ регион çеç, çул-йĕр валли пур уйăракан укçана та тĕллевлĕн кашни пусне тăкаклаканнисем.  Çак ĕçсене пурнăçласа пынине кура, республикăра автомашина çулĕсем çинче пулакан инкексен шучĕ те 16,6 процента çити чакни çакнах çирĕплетсе парать.  Аварире вилнĕ çынсем 15 процент сахалланни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетсе каланă Михаил Игнатьев.  Шупашкарти Мускав кĕперне хута яма РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 916 млн. тенкĕ уйăрнă.   ЖКХ ыйтăвĕсене те тишкернĕ, социаллă объектсенче кĕркуннехи, хĕллехи тапхăра хатĕрленсе кăçал авăн уйăхĕн 15-мĕш тĕлне пĕтĕмпех  хутса ăшăтмалли тата ытти ресурссене хатĕрлесе çитерессипе вĕçне-хĕрне тухма йышăнса хăварнă. Хутса ăшăтмалли тапхăра кĕркунне хатĕррипе хатĕр мари пирки ятарлă комиссисем тухса çирĕп тĕрĕслессине асăннă.  Ялсене витĕм кӳресспе патшалăх енчен уйăракан субсидисем пирки те ĕç хутне йышăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕччен пурăнакан 70-80 çулсенчи ватăсен çурчĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн ветерансен взносне тӳлемеллин виçен пайне патшалăх саплаштарма пуçлĕ, ĕç хучĕсене вăхăтра тăратма сĕннĕ республика Ертрӳçи. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  



27 апреля 2016
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter