Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри чи ăста вĕрентекенсен республикăри конкурс çĕнтерӳçисене хаваслă лару-тăрура саламланă çĕре хутшăннă

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри чи ăста вĕрентекенсен республикăри конкурс çĕнтерӳçисене хаваслă лару-тăрура саламланă çĕре хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пирĕн çĕршыври вĕрентекенсем чăн-чăн профессионалсем пулнине палăртнă, ачасене тарăн пĕлӳ парассипе ырми-канми тăрăшса вăй хунине каланă.  Тен çавăнпа та пулĕ тĕнчере Раççейри вĕрентекенсен чысне яланах чи çӳллĕ шайра хаклаççĕ. Патшалăх приоритечĕсенчен пĕри - шăпах та, вĕрентӳ пайне аталантарасси пулнине асăннă Михаил Игнатьев. Республикăра вĕрентӳ тытăмĕ  тапхăр-тапхăррăн аталанса пырать. Хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен шкулсем, ача сачĕсем кулленех çĕкленсе пыраççĕ. 2025 çул тĕлне республикăра 32 шкул хута яма, çак ĕçсене пурнăçлама 12,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртса хунă. «Эпир ачасем çине инвестици хыватпăр. Вĕсен тавракурăмне ӳстерсе пырассишĕн тĕрлĕ майсем шыратпăр.  Пуласлăхра пирĕн пурнăç шанчăклă çынсенче тытăнса тăтăр», - тенĕ сăмаха тăснă май Михаил Игнатьев, республикăра ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçисене саламланă. Чăваш Енри чи чаплă учитель ята Алина Паладьева, Муркаш районĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен тивĕçнĕ. Чи чаплă воспитатель ята вара Татьяна Шавикова, Çĕнĕ Шупашкарти  17№-лĕ ача садĕнче тăрăшакан илнĕ. Ытти çĕнтерӳçĕсем те пулнă, кашнинех уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă.  Чăваш Енри чи чаплă вĕрентекенсем ята тивĕçнисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премине илнĕ.  Чăваш Республикинчи Çамрăк вĕрентекенсен канашĕн пуçарăвĕпе пуçласа кăçал «Вĕрентекенсен дебючĕ» ятлă республика шайĕнче конкурс йĕркеленĕ.  Унăн çĕнтерӳçи Екатерина Солдатова, вăл  Çĕмĕрлере    8-мĕш №-лĕ гимназире ют чĕлхене вĕрентет.  Ăна Крымра иртекен  «Тренерсен шкулĕ» лагерьне кайма путевка парса хавхалантарнă. Паллă пулăма И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, Шупашкар хулин стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов хутшăннă, çĕнтерӳçĕсене саламланă.  Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче пурĕ 9,6 пин учитель шкулта ĕçлет, 6,4 пин вĕрентекен ача сачĕсенче вăй хурать.  Тĕплĕнрех 



27 апреля 2016
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter