Чăваш таможня посчĕ Чулхула таможнисем хушшинче 2015-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна тухнă

 Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин таможня службин Тĕп управленийĕн пуçлăхĕпе Александр Мельниковпа тата Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Архиповпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи кĕскен сумлă хăнасене республика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă, социаллă пурнăçпа экономика пайне аталантарассипе курăмлă ĕçлесе пынине пĕлтернĕ. Таможня службин ӗҫченĕсен пысăк ăсталăхӗпе яваплăхне, тĕплĕ тă­вакан ӗçне пула таможня тӳлевӗсем бюджета вăхăтра тата туллин кĕрсе тăнине, тулашри суту-илĕве анлăлатмалли, тавар çаврăнăшне ла­йăх­латмалли, республика экономикине ҫирӗппӗн аталантармалли паха май­сем йӗркеленине каланă.  Чăваш Енре инвестици явăçтарассипе тĕплĕн ĕçсене йĕркеленине каланă. Çулсерен регионта çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. «Пирĕн тăрăхри предприятисем хăйсен таварĕсене республикăра çеç мар, регион тулайĕнче те сахал мар салатаççĕ, тĕнчери 85 çĕршывра Чăваш Ен таварĕсене вырнаçтарнă.   Хальхи вăхăтра республикăра ют çĕршывран 5 компани ĕçлет.  Палăртма кăмăллă, чăваш çĕрĕ çине Италирен те предпринимательсем килсе ĕçлеме хавас», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Федерацин таможня службин Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Александр Мельников хăйĕн сăмахĕнче çĕршыв Правительстви пирĕн ума бизнесменсем валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратма тĕллев лартнине асăннă. Раççей тата ют çĕршыври предпринимательсем валли те пĕр тан условисем пулмаллине каланă. Чи пысăк пĕлтерĕшли вара – Раççей хыснине тултарасси. Никама та таможня пулăшăвĕшĕн парăмсене пуçтарса яма ирĕк паман, кашнин укçана вăхăтра тӳлесе пымаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Архипов хăйĕн сăмахĕнче Чулхула таможнин Чăваш Енри посчĕ ытти таможнисем хушшинче 2015-мĕш çул ĕç пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пĕрремĕш вырăна тивĕçнине пĕлтернĕ. «Атăлçи таможня управленийĕн ячĕпе калатăп, сире малашне те регионта бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек пулăшса тăрăпăр, проектсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳрĕпĕр», - тенĕ вăл.  Михаил Игнатьев пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлесе пынишĕн тав тунă. «Пур тухса тăракан ыйтăва та туххăмрах саккуна пăхăнса татса паратпăр. Енчен те маларахри çулсенче предпринимательсене хăш-пĕр ыйтусене тăратнă пулсан, паян вара палăртма кăмăллă, сирĕн ĕçпе вĕсем кăмăллă. Чăваш Енри бизнес-пĕрлешӳсен ячĕпе сире пурсăрата тав сăмахĕсем калатăп», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паянхи пурнăç таппинче обществăн тăнăçлăхне упраса хăварасси, патшалăхпа общество хушшинчи ăнланăва çирĕплетсе пырасси  тĕп ыйту тесе каланă Михаил Игнатьев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май. Тĕплĕнрех



28 апреля 2016
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter