Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ пирки хыпара ăнлантарса панă

 Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ пирки хыпара çакăн пек ăнлантарса панă: «Олег Бирюков хаçатра панă интервьюра хăй ертӳçĕ пулма пăрахасси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе калаçса килĕшнĕ пулнă тесе пĕлтернĕ. Ку пачах та чăнлăхпа тӳр килмест. Ку суя япала», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Çĕнĕ Шупашкарта ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче вырăнти депутатсен Пухăвĕ иртнĕ пулнă. Ун чухне, шăпах та, Олег Бирюковпа ĕçлеме пăрахăçласси пирки депутатсем йышăну туса хăварнă. Ăна Çĕнĕ Шупашкар  хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулма чарасси çинчен ĕç хутне çирĕплетнĕ, малашне администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыма Ольга Чепрасовăна депутатсем шанса панă. Муниципалитетра администрацийĕн пуçлăхне суйлама ятарлă конкурс иртнĕ, халлĕхе вĕсен йышĕнче хулари депутатсен пухăвĕнчен 4 депутата йышăннă тата тăватă пайташне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ уйăрса лартĕ. «Хыпара халăх патне вăхăтра тата тĕрĕс илсе çитермелле.  Лару-тăрăва суеçтерме юрамасть.  Паянхи кун Олег Бирюковăн вырăнти пуçлăх тивĕçне пурнăçласа пыма нимĕнле ирĕк те çук.  Конкурса Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулма РФ гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ, вăл шутрах Олег Бирюков та», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хальхи вăхăтра комиссийĕн пайташĕсене çирĕплетессипе ĕç хутне хатĕрлес тапхăр пырать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумне Лариса Арсентьевăна конкурс ĕçне саккуна пăхăнса  çирĕп йĕркелеме хушнă.  Лариса Арсентьева çитес вăхăтрах конкурс комиссийĕн членĕсем конкурса ирттермелли куна палăртса хăварассине каланă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна вырăнти, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çĕнĕ Шупашкарти депутачĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерме муниципалитетăн лару-тăрăвне сӳтсе явма сĕннĕ. «Конкурса вăхăтра тата уçăмлăн йĕркелемелле», - тесе пĕтĕмлетсе хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



28 апреля 2016
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter