Раççей Федерацийĕн гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çутçанталăк инкекĕсен шырлăхне сирес ĕçсен Министрĕн çумĕ Леонид Беляев Чăваш Республикине Раççейри чи лайăх ĕçлесе пыракан 4 субъект шутĕнче тăнине пĕлтернĕ

 Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çутçанталăк инкекĕсен шырлăхне сирес ĕçсен Министрĕн çумĕ Леонид Беляев видеоканашлу ирттернĕ, унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн ертӳçи Станислав Антонов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хутшăннă.    Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пур шайри влаç органĕсенче те тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленине кура, вăхăтра профилактика ĕçне йĕркелесе пынипе лару-тăру пĕр тикĕс лайăх республикăра пулса пынине каласа хăварнă.  «Çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче таврара лăпкă пулнине, çынсем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем пулманнине пĕлтернĕ.  Пушартан сыхланмалли тапхăр пуçланнă.  Ăна валли те республика пĕтĕмпех хатĕрленнине асăннă.  2016-мĕш çулта пушартан сыхланас тĕлĕшпе пĕтĕмпех профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пынă, техникăсене те хатĕрлесе тăратнă.  Республикăри 26 муниципалитетра шыв-шуртан та, пушарсенчен те сыхланассипе ятарлă врентӳсем ирттернине пĕлтернĕ регион Ертӳçи.  Раççей Федерацийĕн гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çут çанталăк инкекĕсен шырлăхне сирес ĕçсен Министрĕн çумне Леонид Беляева Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă ыйтусемпе пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пынăшăн тав тунă.  Каялла Министр çумĕ Михаил Игнатьева та çакăн пек яваплă вăхăтра ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытнăшăн, ĕçсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăçласа пынăшăн ырланă. Марий Элăн вăрманпа сунарçă хуçалăхĕсен министрĕ Алексей Шульгин, Мордва Республикин Правительствин Председателĕ Евгений Дергунов, Саратов облаçĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Александр Буренин хăйсен тăрăхра вĕрентӳ тапхăрĕсен ĕçĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Команда-штаб вĕрентĕвĕсене   регионсене хастар хутшăннăшăн Раççей Федерацийĕн  гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çутçанталăк инкекĕсен шырлăхне сирес ĕçсен Министрĕн çумĕ Леонид Беляев тав тунă.  Чăваш Республикин ĕçне Министр çумĕ Раççейри  чи лайăх ĕçлесе пыракан 4 субъект шутĕнче тăнине асăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 апреля 2016
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter