Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управленийĕн коллегийĕн ларăвне хутшăннă

 Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управленийĕн коллегийĕн ларăвне хутшăннă.  Ларура Раççейри ФТС Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Александр Мельников, Атăлçи таможня управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Архипов, Чăваш Енри  федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров пулнă.  Ларăва тытăниччен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Атăлçи таможня управленийĕн ертӳлĕхне Коллегине Чăваш Енре ирттерме йышăннăшăн тав тунă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015-мĕш çулта регионта 34 промышленноç предприятийĕ тавар калăпăшне ӳстернине пĕлтернĕ.  «Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене ытти çĕршывсем те хапăл тусах кĕтеççĕ. Суту-илӳ енĕпе Чăваш Республики тĕнчери 85 çĕршывпа тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Калăпăр, Шупашкарти «АККОНД» фабрикăн пылак çимĕçĕ Раççейри мĕнпур регионсене ăсатăнать. Халăх ырлать.   2015-мĕш çулта пир-авăр тĕртмелли станоксене валли ятарлă хатĕрсене Чăваш Енри предприятисенче туса кăларнисене, Кубăна, Пакистана ăсатнă. Апат-çимĕç хатĕрлемелли  хатĕрсене вара Араб, Эмират, Кувейтпа Китай çĕршывĕсене те тивĕçтернĕ. Электричество енĕпе çыхăннă тавар-хатĕре вара Китай, Пакистан, Египет, Малайзий çĕршывĕсене ăсатнă. Хими таварĕсене тĕнчери 25 çĕршыва тăратма май килнĕ. «Зодчий» компани тăтăшах килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене Араб Эмирачĕсемпе, Прибалтика, ют çĕршыври патшалăхсемпе алă пусса çирĕплетни те куçкĕретех.   Таможня пĕлтерĕшĕ шутсăр пысăк пулнине каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Правительстви таможня, право сыхлавĕн службисемпе тачă çыхăнса килĕшсе ĕçлет.  Предпринимательсем те таможня службин ĕçĕпе кăмăллă, пысăка хурса хаклаççĕ», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, бизнесменсем валли кирлĕ пек пур условисем те йĕркелесе тăратнăшăн, таможня службин ĕçченĕсене тав тунă. Ларăва пухăннисене Михаил Игнатьев республикăн пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа хăварнă.  «Промышленноç производствин калăпăшĕ 106,8 процента çити ӳснĕ. Ял хуçалăх таварсене туса илессипе те ĕçсем лайăх, кăтарту – 112,3 процентпа танлашать.  Хими, электроэнерги пайĕнчи лару-тăру курăмлă, пĕр сăмахпа каласан, республикăра пур тытăмри производство та çирĕп аталанса пырать. Шăпах та, çаксемпе ĕнтĕ пирĕн регион экономики хăпарса пырать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, регионти демографи лару-тăрвĕ пирки те чарăнса тăнă. «Халăх кăмăлĕ ырă енне улшăнса пыни, ыранхи куна шанса ĕненсе пурăнни сисĕнет», - тенĕ вăл. Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Архипов Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлесе пынăшăн ырланă. Коллегийĕн ларăвне Раççейри таможня службин представителĕсем, право хуралĕнче тăрăшакан ертӳçĕсем тата ытти ятарлă служба ĕçченĕсем хутшăннă. Тĕплĕнрех 



28 апреля 2016
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter