Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! 

Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе са­лам­латӑп.

Патшалӑх символӗсем нацин чи хаклӑ япалисем шутланаҫҫӗ, вӗ­­сем чӑваш ха­лӑхӗн пуян историне, унӑн ӗҫри, ӑслӑлӑхри, культура пур­нӑ­­ҫӗн­чи тата спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнарлаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин гимнӗн савӑнӑҫлӑ та ҫӗкленӳллӗ сасси пи­рӗн чӗресене мӑ­­наҫ­лӑхпа тултарать, чунсенче гражданла хӑй ӑн­ла­ну­лӑх­­па наци туйӑмне вӑ­ратать, пире Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳ­сем ту­­ма хавхаланта­рать. Наци ялавӗ республика пурнӑ­ҫӗнчи кашни пӗл­­те­рӗш­лӗ те чап­лӑ пулӑма палӑртнӑ чухнех Раҫҫей триколорӗпе юна­шар тан­­лӑн та сумлӑн вӗлкӗ­шет.

Республика символӗсене мӗнлерех сума суни вӑл – рес­публикӑна хӑ­й­не те тивӗҫлӗн хисепленине палӑртни.    

Патриотла кӑмӑл-туйӑм йӗркелес ӗҫре наци символики пысӑк вы­рӑн йышӑнса тӑрать. Паян пирӗн тӗп тӗллев – ҫитӗнекен ӑрӑва пат­ша­лӑх симво­ликине типтерлӗн упрама, тӑван ҫӗре тата ҫӗршыва хисеп­ле­ме вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтересси.

Юратнӑ Чӑваш Ен ялавӗпе гербӗ ҫийӗнче яланах мирлӗ тӳпе ху­ҫа­лантӑр. Хамӑр пурӑнакан тата унӑн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан респуб­ли­­кӑ­па мӑ­наҫ­ланас туйӑм пирӗн чӗресене яла­нах ӑшӑтса тӑтӑр.

Сире ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                            М.Игнатьев  



29 апреля 2016
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter