Республикăра оперативлă штаб тата террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăра оперативлă штаб тата террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Федерацин хăрушсăрлăх службин  Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Сергей Софронов йĕркелесе ертсе пынă. Ĕçе комиссийĕн пайташĕсем хутшăннă.  Ларăва пуçтарăннисем халăх йышлă пухăнакан уявсенче хăрушсăрлăха тытса пырассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, обществăлла политикăра та спорт мероприятийĕсенче те питĕ асăрхануллă пулмалли çинчен калаçнă, тимлĕхе çухатма юраманнине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионти тĕрлĕ учрежденийĕсен ертӳçисен палăртнă ыйтупа питĕ яваплă пулмаллине каланă. «Террора хирĕç кĕрешесси пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пур уявсене те кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттермелле.  Мероприятисенче нимĕнле кăлтăксем те сиксе тухмалла мар, асăрханмалла. Чăваш Енре пурăнакансен, пирĕн тăрăха канма килекенсен пурин те ырă кăмăл-туйăм çеç пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев культура учрежденийĕсенче мероприятисене хатĕрленсе ирттернĕ уйрăм самантсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, кашни ертӳçĕпе ятарласа вĕрентӳ ирттернине пĕлтернĕ. Уявсенче тĕрлĕ культура пайĕсенче халăха тĕрĕслесе кĕртмелли хатĕрсене, видеосăнавсем те çителĕклĕ   вырнаçтарнине асăннă.  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăйĕн докладĕнче республикăра 2015-мĕш çулта пурĕ 1700 спорт мероприятийĕ иртнине каланă, пĕтĕмпе 300 пин çын хутшăннине асăннă.  Министр палăртнă тăрăх, кăçал та спорт уявĕсен шучĕ чакмĕ. Спорт учрежденийĕсенче хăрушсăлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе видеосăнавсем тата ытти ятарлă хатĕрсене вырнаçтарнине пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта общество-политика лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх аталанса пынине асăннă, комисси ĕçне хутшăннисене пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пынишĕн тав тунă. Комисси членĕсем кун йĕркипе килĕшӳллĕн Интернетра терроризмпа экстремизм идеологине сарассинчен çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине, вăхăтрах кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăвармалли пирки калаçнă.   Тĕплĕнрех 




29 апреля 2016
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter