Хула пуçлăхĕн конкурсĕ тĕрĕс те уçă пултăр

Кайран хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса хутшăнтарас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар хулин сити-менеджерĕ Олег Бирюков отставкăна каясси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлнă тени тĕрĕс мар. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. «Олег Бирюков пĕр хаçата панă интервьюра хăй отставкăна каясси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлни çинчен калать. Ку — аташу», — тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта депутатсен хула Пухăвĕн ларăвĕ иртнине палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарăн депутатсен корпусĕн йышăнăвĕпе Олег Бирюковпа тунă контракта татнă, хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Ольга Чепрасовăна шаннă. Муниципалитетăн депутатсен корпусĕ Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне контракт туса йышăнмалли конкурс ирттерекен конкурс комиссийĕн йышне хула Пухăвĕн 4 депутатне кĕртнĕ. Комиссин тата 4 членне ЧР Пуçлăхĕ палăртĕ.

«Тивĕçлĕ информаципе халăха вăхăтра тата оперативлă паллаштармалла, лару-тăру ан çивĕчлентĕр. Олег Борисович Бирюковăн паян нимĕнле полномочи те çук. Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕн должноçне йышăнмалли уçă конкурса Раççей Федерацийĕн кирек хăш гражданинĕ те хутшăнма пултарать. Çав шутра — Олег Бирюков та. Республика Пуçлăхĕ пулнă май манăн вырăнти хăйтытăмлăхăн конкурс комиссийĕнче сасăсен 50% палăртмалли право пур. Тата 50% — Çĕнĕ Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем», — аса илтернĕ Михаил Игнатьев.

Хальхи вăхăтра ЧР Пуçлăхĕн Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне уйăрса лартакан конкурс комиссийĕн членĕсене палăртакан хушăвăн проектне хатĕрлеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместительне — шалти политика управленийĕн пуçлăхне Лариса Арсентьевăна Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕн суйлавĕн конкурс процедурине вăйра тăракан саккунсен нормисене пăхăнса ирттермешкĕн пулăшма хушнă. Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх — конкурс комиссийĕн конкурс кунне палăртмалли ларăвне пĕр эрне хушшинче ирттерĕç.

Çĕнĕ Шупашкар хулипе ĕçлекен информаци ушкăнĕн ертÿçине — сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна Михаил Игнатьев хула депутачĕсене, Патшалăх Канашĕн Çĕнĕ Шупашкартан суйланнă депутачĕсене чĕнсе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерме, вĕсемпе муниципалитетри лару-тăрăва сÿтсе явма сĕннĕ.

«Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетмелли конкурс процедурине уççăн, конкуренци никĕсĕ çинче палăртнă вăхăтра йĕркелемелле», — пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
29 апреля 2016
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter