Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире  пӗтӗм чунтан Ҫуркуннепе  Ӗҫ  уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ӗҫри ӑнӑҫусем, сиртен кашнин професси тата пултарулӑх шайӗнчи вӑй-халӗ хальхи Чӑваш Енӗн мӗнпур витӗмлӗ ҫитӗнӗвӗн тата социаллӑ ҫи­рӗп­лӗхӗн ни­кӗсне хываҫҫӗ, республикӑн тӗп пуянлӑхӗ шутланаҫҫӗ. Чӑ­ваш ӗҫ ҫыннийӗ хӑйӗн ӗҫчен­лӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, яваплӑ та тӳрӗ кӑ­мӑл­лӑ пулнипе таврара ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн халӑх хушшинче ӗҫ ҫынни яланах хисепре пулнӑ. Шел те,  ХХ ӗмӗр вӗҫнелле общество пурнӑҫӗнче унчченхи йӑла-йӗрке хаклӑ­хӗсен витӗмӗ палӑрмаллах чакса кайрӗ. Ҫавна пула экономикӑра та, социаллӑ пурнӑҫ сферинче те ҫивӗч ыйтусем тухса тӑчӗҫ. Пирӗн паянхи тӗллев – ӗҫ профессийӗсен чыс-сумне ӳстересси, ӗҫ ҫыннин ырӑ сӑ­нарне йӗркелесси. Кашнийӗнех ҫакна пӗлсе тӑмалла: унӑн таланчӗ,  професси тата пултарулӑх шайӗнчи вӑй-халӗ халӑхӑмӑра, Тӑван ҫӗр­шы­ва тем пекех кирлӗ. Шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ 2016 ҫула Чӑваш Республикинче Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр, регионта кашниех хӑйне ки­лӗшекен професси суйласа илсе пултарулӑхне туллин уҫма пултармалли, производство культурине ӳстерсе пымалли майсем ҫирӗппӗн йӗрке­ленеҫҫӗ.

Хаклӑ ентешсем!

Кӑҫал Майӑн пӗрремӗшӗ Мӑнкунпа – православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗпе, ҫынсен чӗрисене савӑнӑҫпа тата ҫутӑ шанӑҫпа вӑйлатакан праҫникпе, тӳр килчӗ. Уяв хаваслӑхӗ сире лайӑх кӑмӑл-туйӑм парне­ле­тӗр, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн пархатарлӑ та курӑмлӑ ӗҫсем тума хав­халантартӑр. Пӗтӗм чунтан тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп.

 

Чӑваш Ен         Пуҫлӑхӗ                                                       М. Игнатьев



30 апреля 2016
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter