Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

         Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен хастар ӗҫӗ, паттӑрлӑхӗ тата служба ти­вӗҫ­не чун­­тан па­рӑнни, пӗр-пӗрне яланах пулӑшса пыни тата ҫӳллӗ шайри професси ӑс­­та­лӑхӗ пысӑк хисепе тивӗҫ. Паян республи­кӑ­ри пушар сӳнте­ре­кенсем хӑй­сен умӗнче тӑракан тӗл­лев­сене ӑнӑҫлӑн тат­са параҫҫӗ, вут-ҫу­лӑмӑн алхасу­л­лӑ вӑ­йӗпе тухӑҫлӑн кӗрешеҫҫӗ те­се ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр. Пушар ту­хасран асӑрханас ӗҫе ти­вӗҫ­лӗ шай­ра туса пынине пула халӑх пушар хӑ­руш­­сӑрлӑхӗн йӗркисем ҫин­чен ыт­ларах пӗлме пултарать, ҫынсем асӑннӑ ый­тусем ҫине пысӑк явап­лӑхпа пӑхма пуҫлаҫҫӗ.

Чӑваш Енре пушар службин пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес тӗ­лӗшпе ту­малли ӗҫсене пурне те пурнӑҫлатпӑр. Палӑртма кӑмӑл­лӑ: пӗтӗ­мӗшле илсен, республикӑра вут-ҫулӑма пула пур­нӑҫ­ран уйрӑлни­сен шучӗ те, пу­шарсен йы­шӗ те сахалланать. Ҫак ырӑ туртӑм юлашки пи­лӗк ҫулта лайӑх палӑрать. 2015 ҫулта пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе пине яхӑн пушара, вуншар вут-кӑ­вар ву­чахне сӳн­тернӗ. Вӑхӑтра йышӑннӑ мерӑсене пу­ла ҫӗршер ҫын пур­нӑҫне ҫӑлса хӑ­варнӑ. Республикӑри пушар сӳнтерекенсене кашни ку­нах пӗтӗм Чӑ­ваш Енрен ултӑ пи­не яхӑн доброволец пулӑшать.

Хӑйсен пысӑк опытне тата нимрен паха пӗлӗвне ҫамрӑксене пара­кан пу­шар хуралӗн ветеранӗсене чун-чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсем ҫам­рӑк ӑрӑва пат­риотла вос­питани парас енӗпе тӑвакан ӗҫ питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем! Эсир хӑвӑрӑн професси тивӗҫӗ­сене ма­лашне те пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Си­ре ҫирӗп сывлӑх, чӑтӑмлӑх, малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

           

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                    М.В.Игнатьев



30 апреля 2016
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter