Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти аслă шкулсен ректорĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче регионти вĕрентӳ пайне Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев, РФ Вице-премьерĕ Ольга Голодец тата РФ вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов пысăк хак панине аса илнĕ. Сумлă ертӳçĕсем Чăваш Енре 2016-мĕш çулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. «Ку пĕтĕмпех эпир пĕрле ĕçленин кăтартăвĕ. Малашне те республика  Правительстви вĕренӳ пайне витĕм кӳрĕ. Аслă тата вăтам пĕлӳ илме специалистсене яланах кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та регионта вĕренӳ пайне финанс тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек укçа-тенкĕ куçса пынине каланă. «Республика хыснинчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ вĕренӳ тытăмне укçа куçать», - тенĕ министр. Кулленех республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем, вĕренӳ учрежденийĕсем модернизациленсе пынине палăртнă. Республика Ертӳçи пухăннă ертӳçĕсене тухăçлă ĕçлесе пынишăн ырланă, çитĕнекен ăрăва тарăн воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Тĕплĕнрех



05 апреля 2016
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter