Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

 Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хутшăннă. Ларăва пухăннисем кăçалхи çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунине халалласа ирттермелли анлă мероприятисем пирки тĕплĕн калаçнă.

«Республикăра çамрăксене патриотла воспитани парассипе сахал мар ĕç пурнăçланине эпир куратпăр. Хăй, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ятарлă мероприятисене хутшăнса пурне те тĕслĕх кăтартса парать, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков.  Чувашрессовпроф  Чăваш Енри профсоюзсен пĕрлештернĕ организацийĕн председателĕ Анатолий Коршунов хăйĕн сăмахĕнче регионта пурăнакан вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем çитĕнекен яш-кĕрĕме патриотла воспитани парас ĕçре пысăк ĕçсем тунине асăннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев республикăра Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттерме ятарлă йĕркелӳ комитетне те йышăнса хăварнине палăртнă.   Кăçалхи Çĕнтерӳ кунне те юбилей пекех анлăн ирттерме тĕллев лартнине асăннă. «Эпир пур ветерансем патне те çитсе тимлĕх уйăрма шутлатпăр. Ку ĕçе социаллă хӳтлĕх пайĕнче ĕçлекенсене, обществăлла организацисен пайташĕсене, çамрăксене, студентсене явăçтарма тĕллев лартнă. Уява çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттересси - пирĕн ĕç», - тенĕ Юрий Васильев. Вăрçă ветеранĕсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту та  кун йĕркинчех пулнине асăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăр салтаксене ятне те ĕмĕрех асра тытса хисеп тумаллине каланă.

 Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă, ятарлă категорире тăракан ватăсене юсав ĕçĕсемшĕн тӳлемелли хаксем çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă, патшалăх енчен уйăракан пулăшусем пирки каласа хăварнă. Палăртас пулсан, бюджетран 70-80 çултан иртнĕ пĕччен пурăнакан ветерансене пулăшу уйăрас ĕçе çĕршыври 20 субъектра çеç витĕм кӳреççĕ, çав шутрах Чăваш Енре те. Ку паллах, çав тери пысăк ĕç. Чăваш Республикин республика бюджетĕнче ветерансене валли 33,4 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.  Саккун проекчĕ, çав тери ватăсене савăнтарать. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕшĕн халăхран пухăнакан укçа вăхăтра тулса пырать, çынсем яваплăха туйни куçкĕретех.   Ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республика ку кăтартупа малта пыракансем шутĕнче. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков çӳлерех палăртнă саккун проектне çитес Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, депутатсем хапăл тусах йышăнассине шанса каланă. Тĕплĕнрех

 



06 апреля 2016
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter