Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев АПЭК рейтинг кăтартăвĕ тăрăх, Раççейри вăйлă витĕм кӳрекен губернаторсен шутĕнче

Раççейре малта пыракан экспертсен пĕрлешĕвĕ Раççей Федерацийĕнчи регионсен пуçлăхĕсен ĕç тухăçлăхне пĕтĕмĕшле хакланă. Рейтинг кăтартăвĕ тăрăх, ертӳçĕсене виçĕ ушкăна пайланă. Пĕрремĕшĕсем (1-20) «питĕ вăйлă витĕм кӳрекеннисем», иккĕмĕшĕсем (21-50) «вăйлă витĕм кӳрекеннисем», виççĕмĕшĕсем (51-85) «вăтам витĕм кӳрекеннисем» тесе хакланă.  Экономикăпа политика коммуникацийĕсен агенстви 2016-мĕш çулта пуш уйăхĕнче кулленхи рейтинг пĕтĕмлетĕвне пичетлесе кăларнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн кăтартăвне нарăс уйăхĕнчи виçерен самай лайăхлатнă, вăл тата та çӳлерех вырăна çĕкленнĕ, 5,25 балл пухса, малтанхи рейтинг кăтартăвне 3 карт ӳстернĕ, Раççейри вăйлă витĕм кӳрекен губернаторсен шутне кĕнĕ,  Кăтартăва федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсен пуçлăхĕсем хушшинче Чăваш Ен Ертӳçи Михаил Игнатьев 7-мĕш вырăнта тăрать.  АПЭК тĕпчев ĕçне экспертсен вăрттăн сасăлавне тĕпе хурса пурнăçланă, асăннă ĕçе пурнăçлама çакăн пекех политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем  те хутшăннă.

 



06 апреля 2016
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter