Чăваш Ен – спортпа туслă регион

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсем пирки отчет тунă май спорт ҫынна йӗркене кӗртнине, унӑн ҫӗнтерес кӑмӑлне ҫирӗп­ле­тнине, ушкӑн хӑватне туйма вӗрентнине, ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата вӑй-хал кӳ­нине каланă.  «Пирӗн хамӑ­рӑн ача­­сене харпӑр хӑй тӗс­лӗ­хӗпе спорта юратма хӑ­нӑх­тар­малла, вӗсене тӗр­лӗ енлӗн ата­­ланма пулӑш­мал­ла. Юлашки ҫулсенче республикӑра физкультурӑпа тата спортпа тус­лашма лайӑх майсем йӗркеленӗ. Федерацин тӗллевлӗ прог­рам­мин тата республикӑн тивӗҫлӗ программисен, ҫавӑн пекех «Физ­куль­турӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем тӑвасси» социаллӑ проект шайӗнче республикӑра 50 ытла спорт сооруженийӗ тунӑ тата юса­са ҫӗ­нетнӗ. Вӗсенчен пӗри – «Шупашкар-Арена» Пӑр кер­ме­нӗ. Эпир физ­культурӑпа спорт сфе­рине инвести­цисем чи нумай хы­вакан Раҫҫей Фе­дерацийӗн пилӗк субъекчӗ йышне кӗ­ретпӗр. Пирӗн ача­сен, ҫа­вӑн пекех пирӗнпе сирӗн те спорта чун туртнипе те, про­фесси ша­йӗнче те хут­шӑн­ма майсем пур.Юлашки пилӗк ҫулта массӑллӑ спорт раз­рядникӗсен, Раҫҫей спорт мастерӗсен тата тӗн­че класлӑ спорт мастерӗсен шучӗ икӗ ху­та яхӑн ӳсрӗ.  2015 ҫулта кӑна 64 спортсмен Раҫҫей спорт мастерӗ пул­са тӑчӗ. Ку – рес­пуб­ликӑри спорт аталанӑвӗн историйӗнчи рекордлӑ кӑ­тарту. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен паллӑ спортсменӗсем Рио-де-Жанейро хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑнма хатӗр­ленеҫҫӗ. Ол­имп тата Пара­лимп командисен кандидачӗсен списокӗнче Чӑваш Енри  спортсмен хушамачӗпе ячӗ те пур. Унчченхи Вӑйӑсемпе танлаш­тар­сан пирӗн спортсменсем хутшӑнакан спорт тӗсӗсен шучӗ ӳс­нӗ. Пурӑнакан вырӑнта тӳлевсӗр уҫӑ спорт площадкисен тытӑмне туса хурас ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. 2015 ҫулта Шупашкар хулинче искусствӑллӑ футбол уйӗпе, чуп­малли ҫулсемпе, хоккей ко­роб­кипе тата урамри тре­на­жерсемпе тивӗҫтернӗ шкулсен хуш­­шинчи стадион хута кайрӗ. Ста­диона Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫ­ҫей» по­литика партийӗн со­циаллӑ про­екчӗн шайӗнче тунӑ. 2020 ҫулччен Чӑваш Енре са­халтан та ҫав­наш­кал 10 сооружени тумалла. Вӗсем ачасемпе ҫамрӑксемшӗн ак­тивлӑ кан­у та­та спорт центрӗсем пулса тӑмалла. Чӑваш Еншӗн никӗсри шутланакан спорт тӗсӗсене аталантарма ве­лоспорт-маун­тин­байк тата биатлон енӗпе Олимп вӑййисене хатӗр­ле­кен ре­гионти икӗ пысӑк центр тӑ­вас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Шупашкарти «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене ҫӗнетес­си те малалла тӑсӑлӗ. Асӑннӑ спорт учрежденийӗсене 2018 ҫулхи фут­бол чемпионатне хутшӑнакан командӑсем тренировка ирттермелли ба­зӑсен йышне кӗртнӗ. Пурĕ регионта 3900 спорт сооруженийĕ, вĕсенче харăсах 100 пин çын çӳреме пултарать. Çӳлерех асăннă парти проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2014-2016-мĕш çулсенче регионта 96 спорт залне тирпейлеме палăртнă.  Ку енĕпе ĕçе малалла та пырĕ. Кăçалхи çул спортшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олимп çулĕ», - тенĕ хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



07 апреля 2016
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter