Ачасене тарăн пĕлӳ илме условисем йĕркелесси – патшалăх политикин приоритечĕ

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсем пирки отчет тунă май, юлашки 5 çул хушшинче регионта пурĕ шкул çулне çитмен ачасене валли хушма  22200 вырăн хатĕрленине каланă.   Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çула çитичченхи ачасем региона пурте садике çӳреççĕ. Палăртма кăмăллă, муниципалитетсенче 2 çула çитнĕ ачасем те ача садне çӳрени куçкĕретех.  Кăтарту ку енĕпе питĕ пысăк, 60 процентпа танлашать. Паянхи куна республикăра пур шкулта та хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем пур, ачасене вĕрентме условисем çителĕклĕ. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ форумра Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов Чăваш Ене ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесе палăртнă, шкул хăпартса лартассипе йышăннă программа ĕçлеме тытăничченех регион шкулсем хута янин кăтартăвĕпе чи ăнăçлă 5 субъект шутне кĕнине каланă.  «Юлашки 5 çулта республикăра çĕнĕ 8 шкул уçнă, пĕлтĕр калăпăр, Каçал ен районĕнче çĕнĕ шкул хăпартма пуçланă, ăна та кăçал çĕнĕ вĕренӳ çӳлĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă. «2025-мĕш çул валли республикăра 32 шкул хута кайĕ, 66 шкулта юсав ĕçĕсем пулĕç. Çак ĕçсене пĕтĕмпе пурнăçлама вăтамран 12,5 млрд. тенкĕ тăкакланасси те паллă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чи пысăк кăтартусенчен пĕри – Раççейри чи лайăх шкулсем шутне пирĕн регионти ялсенчи вĕренӳ учрежденийĕсем кĕни. Нумай шкул ачи республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçет. Енчен те Раççейри  тĕрлĕ конкурссене хутшăнса ачасем çĕнтерӳçĕ ятпа таврăнаççĕ пулсан, вĕсен вĕрентекенĕсене укçан пулăшу пама ирĕк паракан Указа та алă пусса çирĕплетнĕ», - тесе пĕлтернĕ тепĕр хут Михаил Игнатьев. Ку та çав тери пысăк пулăшу вĕрентекенсемшĕн.  Регионта çамрăксене тарăн пĕлӳ илме условисем те çителĕклĕ. Ачасем вĕренсе пĕлӳ пухнă хыççăн, ĕçлеме вырнаçасси те паллă. Тĕрлĕ промышленноç, хими енĕпе  пĕлӳ паракан ресурс центрĕсем республикăра хута кайнă,  вĕсене валли 120 млн. тенкĕ тăкакланă. «ТУС», «Транснефть-Прикамье» предприятисем вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Организацисен ертӳçисене ырласа тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев.  Икĕ çул хушшинче пурĕ  çак центрсенче 7 пин çын хăйсен пĕлĕвне ӳстернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Правительствăн приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри çынна инвестици хывасси пулнине палăртнă, квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  2015-мĕш çулта республика конкурсра хутшăнса, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ, промышленноç тата инженер технологи енĕпе специалистсене хатĕрлеме регионсем хушшинчи Центр хута янине каланă. Ку енĕпе ĕçе Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ чух та пысăка хурса хакланине асăннă Михаил Игнатьев. Республикăра вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме кирлĕ пек пур условисем те пуррине каланă.Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗн­чери предмет олимпиадисен, ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн оли­м­­­пиадисен ҫӗнтерӳҫи­сем­пе призерӗсене хатӗрленӗ пе­дагогсем вал­ли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пре­мийӗсене туса хунӑ.  Ачасен пулас­лӑхӗшӗн тӑва­кан пархатарлӑ ӗҫе хак пама май та ҫук. Асӑннӑ олим­пиа­дӑсен ҫӗн­те­рӳҫисене хатӗрленӗ педагогсем валли премие – 250 пин тенкӗ, при­зерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем валли вара 150 пин тенкӗ ви­ҫепе палӑртма сӗнннӗ.

 



07 апреля 2016
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter