Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 37-мĕш сессийĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2015-мĕш çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем пирки отчет тунă

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 37-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн 2015-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май,  Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительствин тĕп приоритечĕсене палăртнă, халăха право йĕркипе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ  тесе каланă. Асăннă ыйтусемпе право хуралĕнче тăрăшакансемпе тата тĕрлĕ службăсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленине каланă.  Уйрăмах республикăри хуласемпе районсенче видосăнавсем вырнаçтарни те пысăк пулăшу кӳнине асăннă, вĕсем пурте туххăмарах Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăннине, çак ĕçсене пурнăçа кĕртме 2015-мĕш çулта пурĕ 48 млн. тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Техника хатĕрĕсене пурнăçа кĕртсе пынине кура, 18 преступленине уçса пама май килнине, 974 граждана административлă майпа явап тыттарнине каланă. Пĕлтĕр коррупцине хирĕç кĕрешессипе те курăмлă ĕçлени куçкĕретех. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федераци Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йышăннă Плана та туллин тивĕçтернĕ.  Кăтартăва пăхас пулсан, ытти регионсемшĕн пирĕн республика тухăçлă ĕçленĕ, тĕслĕх вырăнĕнче. 2015-мĕш çулта пирĕн регионта коррупци енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 30 процента чакнине палăртнă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, 2016-2017-мĕш çулсем валли коррупцине хирĕç кĕрешессипе План йышăннă. «Кăтартуллă ĕçлесе пыратпăр пулин те, ку енĕпе малалла та тăрăшмалли сахал мар. Чăваш Енре пурăнакансен пурин те яваплăха туйса, уçăмлă пулмалла, унсăрăн йĕрке пăсакансене çийĕнчех тупса палăртма хĕн», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Паянхи пурнăçшăн тĕп ыйту -  халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси. Енчен те çынсем хăйсене пурăнма лайăх туяççĕ пулсан, ыранхи куна шансан, Чăваш Енре пурăнма вĕсене килĕшет пулсан – ку чи пахи. Çакăншăн, шăпах та пирĕн пурсăмăрн та, ырми-канми тăрăшса яваплăха туса, хамăра шанса панă ĕçсене таса чунпа пурнăçласа пымалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăх Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн паянхи сессийĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ курăмлă мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Вăрçăра пуçне хунă салтаксене асăнса пин çурă ытла тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине пĕлтернĕ. Асăну палăкĕсене йĕркене кĕртсе хăварма 20 млн. тенкĕ тăкакланине, 80 çĕнĕ палăк хута янине каланă. «Çак ĕçсем уйрăмах çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн вăрçăн тумахлă  çулĕсем пирки пурин те асра тытмалла. Хамăрăн ачасене, мăнуксене паттăр салтаксен нихăçан манăçми ĕçĕсене каласа пама пĕлмелле. Вĕсем Тăван çĕршыва хăюллăн сыхланине, хăйсене шеллемесĕр тăшмансемпе çапăçнине, пире мирлĕ пурнăç парнеленине каласа кăтартмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пĕлтĕр культура пайне аталантарассипе  те сахал мар ĕç пурнăçланă. Уйрăмах республикăри ялсенче культура объекчĕсене илемлетсе тĕпрен юсанă. Пĕтĕмпе юлашки 5 çул хушшинче 150 культура çуртне модернизациленĕ. «Пуçласа кăçал республикăра нумай функциллĕ культура çурчĕсене çĕклесе лартма палăртса хунă. Вĕсем: Вăрмарта, Çĕрпӳре,  Елчĕкре хута кайĕç. Кунсăр пуçне Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче культура керменĕсене модернизацилесе çĕнĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе тивĕçтерме палăртнă. Пĕлтĕр Чăваш Енре туризм ыйтăвĕсемпе те  анлă ĕçленĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн региона килнĕ 240 пин çынна тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ. Сывлăха çирĕплетме килес текенсем те пирĕн республикăна чылай. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 410 пин ытла çын хăйсен сывлăхне тĕрлĕ санаторисенче çирĕплетнĕ. «Пĕр чӳрече» мелĕпе, Раççей Президенчĕн Указне тĕпе хурса, республикăра пурăнакансенчен 94 процентне пулăшупа тивĕçтернĕ. Паянхи кун пирĕн регионта пурĕ НФЦ -218, вĕсенче «пĕр чӳрече» мелĕпе 249 пулăшу пайĕ ĕçлет.

Юлашки 5 çул хушшинче регионта пурĕ шкул çулне çитмен ачасене валли хушма  22200 вырăн хатĕрленине каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çула çитичченхи ачасем региона пурте садике çӳреççĕ. Палăртма кăмăллă, муниципалитетсенче 2 çула çитнĕ ачасем те ача садне çӳрени куçкĕретех.  Кăтарту ку енĕпе питĕ пысăк, 60 процентпа танлашать. Паянхи куна республикăра пур шкулта та хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем пур, ачасене вĕрентме условисем çителĕклĕ. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ форумра Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов Чăваш Ене ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесе палăртнă, шкул хăпартса лартассипе йышăннă программа ĕçлеме тытăничченех регион шкулсем хута янин кăтартăвĕпе чи ăнăçлă 5 субъект шутне кĕнине каланă.  «Юлашки 5 çулта республикăра çĕнĕ 8 шкул уçнă, пĕлтĕр калăпăр, Каçал ен районĕнче çĕнĕ шкул хăпартма пуçланă, ăна та кăçал çĕнĕ вĕренӳ çӳлĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă. «2025-мĕш çул валли республикăра 32 шкул хута кайĕ, 66 шкулта юсав ĕçĕсем пулĕç. Çак ĕçсене пĕтĕмпе пурнăçлама вăтамран 12,5 млрд. тенкĕ тăкакланасси те паллă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чи пысăк кăтартусенчен пĕри – Раççейри чи лайăх шкулсем шутне пирĕн регионти ялсенчи вĕренӳ учрежденийĕсем кĕни. Нумай шкул ачи республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçет. Енчен те Раççейри  тĕрлĕ конкурссене хутшăнса ачасем çĕнтерӳçĕ ятпа таврăнаççĕ пулсан, вĕсен вĕрентекенĕсене укçан пулăшу пама ирĕк паракан Указа та алă пусса çирĕплетнĕ», - тесе пĕлтернĕ тепĕр хут Михаил Игнатьев. Ку та çав тери пысăк пулăшу вĕрентекенсемшĕн.  Регионта çамрăксене тарăн пĕлӳ илме условисем те çителĕклĕ. Ачасем вĕренсе пĕлӳ пухнă хыççăн, ĕçлеме вырнаçасси те паллă. Тĕрлĕ промышленноç, хими енĕпе  пĕлӳ паракан ресурс центрĕсем республикăра хута кайнă,  вĕсене валли 120 млн. тенкĕ тăкакланă. «ТУС», «Транснефть-Прикамье» предприятисем вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Организацисен ертӳçисене ырласа тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев.  Икĕ çул хушшинче пурĕ  çак центрсенче 7 пин çын хăйсен пĕлĕвне ӳстернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Правительствăн приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри çынна инвестици хывасси пулнине палăртнă, квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  2015-мĕш çулта республика конкурсра хутшăнса, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ, промышленноç тата инженер технологи енĕпе специалистсене хатĕрлеме регионсем хушшинчи Центр хута янине каланă. Ку енĕпе ĕçе Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ чух та пысăка хурса хакланине асăннă Михаил Игнатьев. Республикăра вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме кирлĕ пек пур условисем те пуррине каланă.Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗн­чери предмет олимпиадисен, ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн оли­м­­­пиадисен ҫӗнтерӳҫи­сем­пе призерӗсене хатӗрленӗ пе­дагогсем вал­ли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пре­мийӗсене туса хунӑ.  Ачасен пулас­лӑхӗшӗн тӑва­кан пархатарлӑ ӗҫе хак пама май та ҫук. Асӑннӑ олим­пиа­дӑсен ҫӗн­те­рӳҫисене хатӗрленӗ педагогсем валли премие – 250 пин тенкӗ, при­зерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем валли вара 150 пин тенкӗ ви­ҫепе палӑртма сӗнннӗ.

Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсем пирки отчет тунă май спорт ҫынна йӗркене кӗртнине, унӑн ҫӗнтерес кӑмӑлне ҫирӗп­ле­тнине, ушкӑн хӑватне туйма вӗрентнине, ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата вӑй-хал кӳ­нине каланă.  «Пирӗн хамӑ­рӑн ача­­сене харпӑр хӑй тӗс­лӗ­хӗпе спорта юратма хӑ­нӑх­тар­малла, вӗсене тӗр­лӗ енлӗн ата­­ланма пулӑш­мал­ла. Юлашки ҫулсенче республикӑра физкультурӑпа тата спортпа тус­лашма лайӑх майсем йӗркеленӗ. Федерацин тӗллевлӗ прог­рам­мин тата республикӑн тивӗҫлӗ программисен, ҫавӑн пекех «Физ­куль­турӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем тӑвасси» социаллӑ проект шайӗнче республикӑра 50 ытла спорт сооруженийӗ тунӑ тата юса­са ҫӗ­нетнӗ. Вӗсенчен пӗри – «Шупашкар-Арена» Пӑр кер­ме­нӗ. Эпир физ­культурӑпа спорт сфе­рине инвести­цисем чи нумай хы­вакан Раҫҫей Фе­дерацийӗн пилӗк субъекчӗ йышне кӗ­ретпӗр. Пирӗн ача­сен, ҫа­вӑн пекех пирӗнпе сирӗн те спорта чун туртнипе те, про­фесси ша­йӗнче те хут­шӑн­ма майсем пур.Юлашки пилӗк ҫулта массӑллӑ спорт раз­рядникӗсен, Раҫҫей спорт мастерӗсен тата тӗн­че класлӑ спорт мастерӗсен шучӗ икӗ ху­та яхӑн ӳсрӗ.  2015 ҫулта кӑна 64 спортсмен Раҫҫей спорт мастерӗ пул­са тӑчӗ. Ку – рес­пуб­ликӑри спорт аталанӑвӗн историйӗнчи рекордлӑ кӑ­тарту. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен паллӑ спортсменӗсем Рио-де-Жанейро хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑнма хатӗр­ленеҫҫӗ. Ол­имп тата Пара­лимп командисен кандидачӗсен списокӗнче Чӑваш Енри  спортсмен хушамачӗпе ячӗ те пур. Унчченхи Вӑйӑсемпе танлаш­тар­сан пирӗн спортсменсем хутшӑнакан спорт тӗсӗсен шучӗ ӳс­нӗ. Пурӑнакан вырӑнта тӳлевсӗр уҫӑ спорт площадкисен тытӑмне туса хурас ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. 2015 ҫулта Шупашкар хулинче искусствӑллӑ футбол уйӗпе, чуп­малли ҫулсемпе, хоккей ко­роб­кипе тата урамри тре­на­жерсемпе тивӗҫтернӗ шкулсен хуш­­шинчи стадион хута кайрӗ. Ста­диона Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫ­ҫей» по­литика партийӗн со­циаллӑ про­екчӗн шайӗнче тунӑ. 2020 ҫулччен Чӑваш Енре са­халтан та ҫав­наш­кал 10 сооружени тумалла. Вӗсем ачасемпе ҫамрӑксемшӗн ак­тивлӑ кан­у та­та спорт центрӗсем пулса тӑмалла. Чӑваш Еншӗн никӗсри шутланакан спорт тӗсӗсене аталантарма ве­лоспорт-маун­тин­байк тата биатлон енӗпе Олимп вӑййисене хатӗр­ле­кен ре­гионти икӗ пысӑк центр тӑ­вас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Шупашкарти «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене ҫӗнетес­си те малалла тӑсӑлӗ. Асӑннӑ спорт учрежденийӗсене 2018 ҫулхи фут­бол чемпионатне хутшӑнакан командӑсем тренировка ирттермелли ба­зӑсен йышне кӗртнӗ. Пурĕ регионта 3900 спорт сооруженийĕ, вĕсенче харăсах 100 пин çын çӳреме пултарать. Çӳлерех асăннă парти проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2014-2016-мĕш çулсенче регионта 96 спорт залне тирпейлеме палăртнă.  Ку енĕпе ĕçе малалла та пырĕ. Кăçалхи çул спортшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олимп çулĕ», - тенĕ хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



07 апреля 2016
13:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter