Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италирен килсе çитнĕ «Бандекки» ТМЯО ертӳçи Стефано Бандекки ертсе пыракан сумлă делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италирен килсе çитнĕ «Бандекки» ТМЯО ертӳçи Стефано Бандекки ертсе пыракан сумлă делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов, Шупашкарти арматура завочĕн ертӳлĕхĕ Иван Павловпа Денис Володось хутшăннă.

 Михаил Игнатьев хăнасене Чăваш Ене тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, инвесторсене республикăра аталантарса пыма яланах хатĕр пулнине, условисем çителĕклĕ таран йĕркеленине каланă. Правительство та бизнес-пĕрлешӳ те регионта ял хуçалăх, вĕренӳ, промышленноç пайне аталантарса пырассипе йышăннă килĕшӳсене ырланине пĕлтернĕ. Италирен килнĕ паллă компанийĕн ертӳçи Стефано Бандекки хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ене ăна килме питĕ кăмăллă пулнине палăртнă.

 Аса илтеретпĕр, çак палăртнă ушкăн пирĕн регионта 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕнче пулнăччĕ. Стефано Бандекки Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ырă кăмăлпа сума сунса кĕтсе илнĕшĕн, республикăра бизнеса йĕркелесе яма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Чăваш Енре инвесторсене аталанса пыма паха ĕç йĕркеленĕ. Çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме пĕтĕмпех условисем пуррине курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ сумлă хăна Стефано Бандекки. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Правительствăн приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри çынна инвестици хывасси пулнине палăртнă, квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  2015-мĕш çулта республика конкурсра хутшăнса, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ, промышленноç тата инженер технологи енĕпе специалистсене хатĕрлеме регионсем хушшинчи Центр хута янине каланă. Ку енĕпе ĕçе Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ чух та пысăка хурса хакланине асăннă Михаил Игнатьев. Республикăра вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме кирлĕ пек пур условисем те пуррине каланă.

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Италийĕн паллă  «Бандекки» ТМЯО тата Шупашкарти арматура завочĕ пĕр пĕринпе тачă килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Ертӳçĕсем производство калăпăшне ӳстерме, тĕрлĕ хатĕрсене модернизацилеме палăртнă. «Эпир хамăрăн инвестици проектне «Поток» тесе йышăнтăмăр. Шанатпăр, пурнăçа кĕрсе тупăш илсе килессе. Ку, паллах, пирĕн пĕрремĕш утăм çеç, малашне те тата та çĕнĕ проектсене палăртса хурăпăр, килĕшӳсене алă пусса çирĕплетĕпĕр, аталанса вăй илсе пырăпăр», - тенĕ Стефано Бандекки.  Тĕплĕнрех



07 апреля 2016
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter