Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Университет тата ĕç паракан» ятпа «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ тĕплĕ калаçăва хутшăннă

 Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Университет тата ĕç паракан» ятпа «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ  тĕплĕ калаçăва хутшăннă. Мероприяти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Чăваш Енри аслă шкулсен ректорсен канашĕн председателĕ Андрей Александров,  тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисем, строительство пайĕнче тăрăшакансем, ЧПУ строительство уйрăмĕнче вĕренекен студентсем пухăннă. Пухăннисем строительство сферипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă.

 И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче çакăн йышши мероприятисене йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева тав тунă. Университетра вĕрентекенсем строительство пайĕ валли студентсене тарăн пĕлӳ парассипе тăрăшса ĕçленине каланă, хатĕр специалистсене вĕрентсе кăларнине палăртнă. Паянхи кун тĕлне калас пулсан, пĕтĕмпе факультетран 6 пин патнелле студент вĕренсе тухнă, инженер специальноçне алла илнĕ. Юлашки çулсенче строительство пайне вĕренме кĕме маларах палăртса хунă кăтартуран, 28 балл ӳсни те çакнах çирĕплетсе парать.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков кадр ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, чăннипех те, регионта строительство тытăмĕнче специалистсем çитменнине каланă. Вĕренӳ учрежденийĕсенче ытларах пысăк тавракурăмлă, квалификациллĕ инженер тата ытти специалистсене хатĕрлесе кăларасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăннă.   2021-мĕш çул тĕлне республикăра 4 миллион тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тума тĕллев лартнине пĕлтернĕ министр.  Паянхи пурнăç таппинче строительство пайне пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Ку тытăмра ĕçлекенсен шалу укçи те пысăк, калас пулсан, пĕлтĕр вĕсен кăтартăвĕ вăтамран  23 пин те 500 тенкĕпе танлашнă. «Водоканал» АУО генеральнăй директорĕ Владимир Васильев хăйĕн сăмахĕнче газпа, ăшăпа тата вентиляци  енĕпе ĕçлеме специалистсене хатĕрлесси çине те тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.

 Чулхулари строительство енĕпе тимлекен патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Лапшин пулас строительсене хатĕрлесе кăларнин уйрăм çитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Экспертиза тата хаксене палăртассипе ĕçлекен Центрăн генеральнăй директорĕ Михаил Коледа сметчик специалистсене хатĕрлесе кăларассипе çыхăннă хăш-пĕр самантсем пирки каласа кăтартнă. Шупашкарăн тĕп архитекторĕ Вениамин Мамуткин вĕренӳ учрежденийĕсенче пĕлӳ илсе тухакансене ĕçе вырнаçтарасси пирки калаçнă, çуртсене хăпартма проект хатĕрлессипе те специалистсене вĕрентмеллине асăннă.

  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кафедра ертӳçи пулса тăрăшакан Алексей Плотников тунă тĕплĕ доклад пурне те кăсăклантарса янă. Нумайăшĕ ыйтусем тăратнă, вăхăтрах кирлĕ пек хуравсене те илнĕ. 2015-мĕш çулта строительство факультетĕнчен вĕренсе тухнă студент Павел Федоров хăйĕн паха опычĕ пирки каласа кăтартнă.  Университетăн строительство факультечĕн деканĕ Николай Соколов йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки калаçнă. Тĕплĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи пурнăçра вĕренсе тухнă, аслă пĕлӳллĕ специалистсем яланах ĕç рынокĕнче тĕп вырăн йышăннине палăртнă.   Пулас специалистсене тĕрлĕ предприятисенче тăрăшакансемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, вĕсен паха опытне тĕпе хурса пыма вĕренсе каланă. Пысăк квалификациллĕ тарăн пĕлӳллĕ специалистсене яланах предприятисене вырнаçма ансатрах пулнине палăртнă. «Паян аслă шкулсенче вĕренекенсемшĕн пуласлăхра ĕçе вырнаçма меллĕ. Регионта строительство пайĕ кирлĕ пек шайра аталанса пырать. Эсир паян тин çеç студент шутĕнче, ыранах предприятисенче паха специалистсем пулса вăй хума та пуçлăр, республикăн экономика пайне аталантарса пырас ĕçре тарăн йĕр хăварма та тытăнăр. Паянхи пурнăç таппинче пурте лайăх пурăнассишĕн малалла ăнтăлаççĕ. Регионта пĕтĕмпе пурăнмалли çурт-йĕре аталантарассипе пурĕ 56 проект пурнăçланать.  Пурĕ 7 млн.тăваткал метр хваттерсем çĕклесе лартасси те паллă.  Сахал мар социаллă пурнăçа тата инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртмелле. Пысăк хăвăртлăхпа çӳретме ирĕк паракан «Мускав-Хусан» магистраль хута яма ĕçе те пуçлĕç. Çак чукун çулĕ пирĕн республика урлă та иртет. Ку, каллех, регионшăн хушма пулăшу, строительство пайĕ çĕкленсе пырĕ, ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç. Паянхи студентсем тепĕр çулта ĕçе вырнаçса пысăк шалу илме те пултараççĕ.  Малашне те регионта строительство пайĕ ырă енне улшăнса пытăр çирĕп аталантăр тесе витĕм кӳме тăрăшăпăр, тимлĕх уйăрăпăр», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пухăннисене ăнăçусем суннă. Чăваш Ен Ертӳçи аслă шкулсенче вĕренекен активлă студентсен ыйтăвĕсене итленĕ, кирлĕ пек хуравсем панă.  Тĕплĕнрех

 



08 апреля 2016
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter