Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноç таварĕсен çаврăнăшне саккун йĕркине пăсса сутассинчен тĕрĕслесе тăракан Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноç таварĕсен çаврăнăшне  саккун йĕркине пăсса сутассинчен тĕрĕслесе тăракан Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ларăва пухăннисем контрафактлă таварсене халăха сутассинчен асăрханса йĕркелесе ирттернĕ мероприятисене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Андрей Тимофеев хăйĕн докладĕнче республика экономикин аталанăвĕшĕн тăкак кӳрекен тĕп пайсенчен пĕри - шăпах та ултавлă майпа таварсене халăх патне илсе çитерни тесе палăртнă, кунсăр пуçне паха мар тавар халăхăн сывлăхне те самай сиен кӳнине асăннă.   Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви контрафакт таварсене халăх хушшинче сарассинчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ министр тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан. 2015-мĕш çулта Чăваш Енри ШĔМ пахалăха тивĕçтермен таварсене саккунсен йĕркине пăхăнмасăр халăх патне илсе çитернĕ 85 тĕслĕхе тупса палăртнă. Усал эрех-шĕвеке çынсене сутнă 51 тĕслĕхе шута илнине, 25 600 литр пăрахăçланине пĕлтернĕ.  Кăçал кăрлач – пуш уйăхĕсенче пурĕ çӳлерех асăннă ыйтупа саккуна пăсса халăх патне усал таварсене илсе çитернĕ 44 тĕслĕхе тупса палăртнă.  Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче сутакан таварсен ытларах пайĕнче технологине çителĕклĕ пăхăнманни сисĕннине, ятарлă паллăсем те пулманнине çирĕплетсе хăварнă.

«Бреслер» наука-производство предприятийĕн генеральнăй директорĕ Николай Ефимов хăйĕн докладĕнче вĕсен предприятийĕн логотипне ытти организацисем хăйсен тесе йышăнса, халăх патне суя таварсем илсе çитернĕ тĕслĕхе тупса палăртни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Николай Ефимов саккуна пăснă çынсем çине паянхи кун та уголовлă майпа ĕç пуçарманни пирки,  хăйсен репутацине çӳле çĕклеме чарни пирки пăшăрханса каланă ертӳçĕ Николай Ефимов. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лару-тăрăва комплекслă  çирĕп пăхса тухса тĕрĕс йышăнусем туса хăварма чĕнсе каланă. Вăйлă аталанакан промышленноç предприятийĕсен логотипĕсене суя предприятисем хăйсем майлă çавăрса халăх патне таварсене илсе çитерни, чăнипех те предприятисене тăкак кӳнине, кун пек пăтăрмахсене çийĕнчех тупса палăртмаллине, явап тыттармаллине каланă.

 Федерацин сывлăх сыхлавĕн асăрхав службин  Чăваш Республикинчи территори органĕн ертӳçи Татьяна Аносова медицинăра усă курăнакан эмельсен пахалăхĕсем пирки калаçнă. Пĕлтĕр регионта мĕнпур тĕрĕсленĕ медицина организацийĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупнине пĕлтернĕ, эмельсем пахалăха тивĕçтерменнине асăннă. Кăçал та çак ĕçсене малалла тăсăлнине, тĕрĕслев витĕр тухнă учрежденийсенчен 40 проценчĕ йĕркене пăснине пĕлтернĕ.  Эмельсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăнин кăтартăвĕ ырă енне улшăнса пыни те куçкĕретех. 2009-мĕш çулхи кăтартусемпе танлаштарсан, пăрахăçа тухнă эмельсене сутнин шучĕ 14 хут чакни те паха. 2015-мĕш çулта аптекăсенче, медицина учрежденийĕсенче Болгарире, Индире, Польшăра туса кăларнă таварсене, срокĕсем тухнă хыççăн, çынсене сутнине тупса палăртнине пĕлтернĕ. 105, 142 №-лĕ аптекăсем, «ГлобалФарм»,  «Парацельс –Н», «ЭлитФарм» ТМЯО, «Ригла» ТМЯО, «Икар - 1» ТМЯО, Каçал енĕн районти тĕп больницăра йĕркене пăсса ĕçленĕ тĕслĕхсене палăртнă.  Интернет урлă та халăха ултавлă суя таварсем сутнă тĕслĕхсем пурине каланă. Вĕсем шутĕнче: «Випрогра-25», «Малегра», «Сиденафил». Сутуçăсене çийĕнчех тупнă, явап тыттарма май килнине асăннă ертӳçĕ. «Кун пек пăтăрмахсем пирки халăха вăхăтра хыпарсене илсе çитермелле. Асăннă ыйтупа малашне те тухăçлă ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Федерацин ветеринарипе фитосанитари асăрхав службин Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн Управлени ертӳçи Алексей Палькин хăйĕн сăмахĕнче комплекслă мероприятисем йĕркелесе ирттерни пирки каласа кăтартнă. Ял хуçалăх таварĕсен çаврăнăшне  тĕрĕслесе тăнин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Ертӳçĕ Алексей Палькин пĕлтĕрхи çул регионта 186 тĕрĕслев ирттернине, йĕркене пăснă пĕр  тĕслĕх те пулманнине пĕлтернĕ. 2016-мĕш çулта пĕрремĕш кварталта асăннă Управленийĕн специалисчĕсем прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле  пурĕ 62 тĕрĕслевре пулнине каланă, 170 кг винограда («Центральный» ТК АХО) саккунсăр майпа илсе килсе халăх патне çитернине тупса палăртнине асăннă. Польшăран 98,9 кг панулмине («Николаевский» ТК АХО)  илсе килсе çынсене суя майпа сутнине тупса палăртнине, таварсене çийĕнчех пăрахăçлама май килнине пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕрĕслевсен шучĕ суя таварсен калăпăшĕпе пĕр килменнине каласа хăварнă.  «Тĕрĕслевсем витĕр сахал мар таварсем тухнă, анчах та пăрахăçланисен шучĕ вара питĕ пĕчĕк. Аэропорт урлă пирĕн пата нумаях таварсем илсе килмĕç паллах, анчах та ытти службăсем витĕр майсем тупĕç. Вĕсемпе эсир мĕнле ĕçлесе пыратăр, тĕрĕслеве епле йĕркеленĕ?», - тесе ыйтнă  Михаил Игнатьев ертӳçĕрен.  Алексей Палькин хăйĕн сăмахĕнче Казахстанпа Белоруссирен таварсем тухнине çирĕплетсех каланă. «Ытларах чухне таварсене каç кӳлĕм, пĕчĕкрех хаксемпе сутма та хăяççĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Сирĕн тухăçлăрах ĕçлемелле.  Çĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă тĕллевсене пурин те яваплăха туйса пурнăçламалла. Пасарсенче пирĕн çĕршыва илсе килме юраман таварсем пачах та пулмалла мар», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.   Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн  ертӳçи Надежда Луговская пĕлтĕр республикăра 9,5 пин тонна тавар тĕрĕслев витĕр тухнине каланă, вĕсенчен 1 тоннине пăрахăçланине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев асăннă ыйтупа çирĕп йĕрке пулмаллине, саккун базине те çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăвармаллине каланă.

  Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управленийĕн  ертӳçи Надежда Луговская уйрăм тĕрĕслевсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Калăпăр, «Магнит» лавккасенче те йĕркене пăснă тĕслĕхсем пуррине каланă. Шупашкар районĕнчи «Туслăх» ача садĕнче Самара облаçĕнчи «МолИнвест» ТМЯО 07.03.2016 çулта тирпейленĕ «Крестьянское» çу ГОСТ 32261-2013 тӳр килменнине каланă ертӳçĕ. Тавара ача садне Романова Татьяна Ивановна индивидуаллă предприниматель тăратнă пулнă. Михаил Игнатьев кун пек тĕслĕхсем малашне пĕрре те пулма юраманнине, çын сывлăхĕшĕн хăрушă таварсене региона илсе килме чарассипе çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине каланă. Ыйтупа пурне те яваплăха туйса, саккуна пăхăнса ĕçлеме, кăлтăксем пирки çийĕнчех халăх патне хыпарсене илсе çитерме чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



08 апреля 2016
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter