Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта уяв анлăн иртнĕ

 


Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа  Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта анлă уяв иртнĕ.  Çар техникисенчен ятарласа илемлĕ парад йĕркеленĕ, халăх чылайăн пухăннă.   Торжествăлла пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна, вĕсен ачисем Иванпа Мария килсе çитнĕ.  Сумлă уява çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи  Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ тата та нумай ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.  Торжествăлла митинга вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсем, пĕр сăмаха каласан мĕнпур ветеран пухăннă.

 Ветерансене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. «Çĕнтерӳ  кунĕ пуриншĕн те чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Пирӗн мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхех вышкайсӑр хас­тар­лӑх тӗс­лӗхӗ, мӑнаҫланмалли пулӑм, Тӑван ҫӗршыв мухтавлӑхӗпе хӑват­лӑ­хӗн сим­волӗ пулса юлчĕ», - тенĕ хăйĕн саламĕнче. «Ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӗве пирӗн халӑх калама ҫук пысӑк йывӑр­лӑх­­­­сене парӑнтарса, миллионшар ҫынна яланлӑхах ҫухатса, таврӑнми йывӑр та хурлӑхлӑ ҫухатусем тӳс­се ҫӗнсе илнӗ», - тенĕ ветерансене саламланă май. «Чăваш Енрен 208 пин çын вăрçă хирне тухса кайнă. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла тăван кĕтесе таврăнайман. Çак пысăк çухату кашни çемьене инкек илсе килнĕ. Паян эпир ветерансем умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Уявра тыл ĕçченĕсене уйрăммăн саламланă. Шăпах та вĕсем çара валли хăйсен вăйне шеллемесĕр ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ.  Вăрçăн тумхахлă çулĕсем хыççăн кĕске вăхăт хушшинче арканнă хуласемпе ялсене тепĕр хут ура çине тăратма çăмăлах пулман, анчах та пирĕн асатте-асаннесем, вăрçă паттăрĕсем сахал мар тăрăшнă, кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçленĕ. «Ҫак уяв кунӗнче, айтӑр-ха, пурте хамӑрӑн ветерансене пӗрле саламлар, вӗсене ытларах тимлӗх уйӑрса май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшар, чӗ­ре­мӗр­сен ӑшшине парнелер, чунтан тав туса ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата мӗн­пур лайӑххине сунар!», - тесе чĕнсе каланă мĕнпур уява пуçтарăннă халăха Михаил Игнатьев. Паянхи куна Чăваш Республикинче пурĕ 1250 вăрçăра сусăрланса килнĕ ветеран пурăнать, 18 пин ытла тыл ĕçченĕсем. Регионта ветерансен мĕнпур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ. Юлашки 5 çул хушшинче 5756 вăрçă ветеранне хăтлă хваттерсем панĕ.   «Иртни пирки эпир лайăх астăватпăр. Хальхи пурнăçа та эпир хаклатпăр. Пуласлăх пирки те шухăшлатпăр, малалла пăхатпăр!.. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин кун пирки тăтăшах аса илсе калать. «Тăван çĕре юратни, иртни пирки мăнаçлăн аса илни, ăша хывса пурăнни – пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ халăха пĕр чăмăра пухса туслă та пĕрлештерсе тăракан асамлă вăй. Эпир хамăрăн ума лартнă пур ыйтăва та пурнăçлăпăр.  Пире пурнăç парнелессишĕн хăйсене шеллемесĕр, тăшманпа паттăррăн çапăçса пуçне хунă салтаксене ĕмĕр асра тытăпăр», - тенĕ Çĕнтерӳ Парадне пухăннă ентешсене Михаил Игнатьев саламланă май.  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтакăн тăлăха юлнă арăмĕ, тыл ĕçченĕ Никита Китаева хăйĕн сăмахĕнче Çĕнтерĕве пĕтĕм халăх пĕрле туслăхра çĕнсе илнине асăннă.  Пурне те сывлăх, Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă май, ырлăх, телей суннă.  Çитĕнекен ăру ячĕпе ветерансене  Александр Максимов салаламланă. «Хисеплĕ ветерансем, тайма пуç сире! Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă паттăр салтаксен ячĕсем ĕмĕр чĕрере.   Тĕнчере мирлĕ пурнăç пултăр тесе, хăвăра шеллемесĕр тăшмана хирĕç кĕрешсе, çитĕнекен ăру валли тăнăç пурнăç парнеленĕ», - тенĕ яш ача Александр Максимов.   

 Уяв «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раççейри акципе вĕçленнĕ. Паллă пулăма 20 пин ытла çын хутшăннă, вăл шутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ывăлĕ Иванпа хĕрĕ Марияпа ыттисемпе пĕр тан стройра утнă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев хăйсен çывăх тăванĕсем, ашшĕ енчен те амăшĕ енчен те вăрçăран каялла киле таврăнайманнине, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе ĕмĕрлĕх пуçне хунине асăннă. Парадра алла тытнă сăнӳкерчĕк – унăн ашшĕ Игнатьев Василий Игнатьевич тата унăн кукашшĕ Семенов Николай Алексеевич. «Чăннипех те, хамăн аттепе те, кукаçипе те мăнаçланатăп, мухтанатăп. Вĕсен паттăр ĕçĕсем паян та пи­ре тӑ­рӑшса ӗҫлеме, тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх тата тӗрӗслӗх идеалӗсемпе ҫу­нат­лан­са Тӑван ҫӗр­шы­ва чунтан парӑнса тӑма хавхалантараççĕ, ҫамрӑк ӑрӑва пат­­риотла воспитани парса ӳстерме пулӑшаççĕ», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май. Тĕплĕнрех

  



10 мая 2016
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter